Ачасене чӑваш кӗнеки парнелес акци малалла пырать

 

Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ача-пӑчана чӑваш кӗнеки парнелес акцине малалла тӑсса Красноармейскипе Элӗк районӗсене те кӗнекесем парнелерӗ.
Вӑл хушнипе ҫак районӗсене ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗ, ятарласа конгресс вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров ҫитсе килчӗ.
Красноармейски район центрӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта Анатолий Ухтияров 5-мӗш класри уҫӑ урока хутшӑнчӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне саккунпа килӗшӳллӗн хӑҫан туса хуни ҫинчен тата Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен уҫӑмлатса каласа пачӗ.
"Анне панӑ чӗлхерен хакли нимӗн те ҫук. Вӑл пире чӑваш чӗлхипе калаҫма вӗрентнӗ. 
Икӗ чӗлхе - икӗ ӑс, виҫӗ чӗлхе - виҫӗ ӑс.
"Война и мир" романта Платон Каратаев хресчен Пьер Безухова пурнӑҫ ҫинчен калаҫа кайсан ҫапла сӑмахсем калать: " Мӑшӑр -канаш тума, хуняма -салам сӑмахӗсем калама. Анчах та тӑван анне пек хакли никам та ҫук". Чӗлхе панӑ аннене сума суни, хаклани тепӗр хут чӗлхе хакне ҫӳллӗ шая ҫӗклет." - терӗ Анатолий Ильич. Парнелӗх илсе килнӗ кӗнекесенчен Анатолий Ухтияров шыв пек юхакан Светлана Асамат сӑввин йӗркисене вуласа пачӗ. 
Ку ӗнтӗ ачасене ҫак кӗнекесене малашне юратса вулама, кӑсӑклантарма кирлӗ пулчӗ. 
Шупашкар хӑни ачасене пурӗ 50 яхӑн кӗнеке парнелерӗ.
Уҫӑ урока Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Анатольевна Григорьева та хутшӑнчӗ. 
Николай Угаслов хушӑвне пурнӑҫа кӗртсе малалла Анатолий Ухтияров Элӗк районне ҫул тытрӗ.
Ку районти Юнтапа шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ятарласа ирттернӗ уявра кашни класс хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартрӗ.
Анатолий Ильич ачасене нумай чӗлхе пӗлнин усси ҫинчен каласа пачӗ, тӗслӗхсем илсе кӑтартрӗ. Лев Толстой, Никита Бичурин, чӑвашран - Николай Егоров профессор тата Атнер Хусанкай ӑсчах нумай чӗлхе пӗлнипе литературӑра тата наукӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ.
Хальхи пурнӑҫра республика тулашӗнче, ют ҫӗршывсенче ӗҫлеме май пултӑр тесен тӗрлӗ чӗлхе пӗлмеллине тата тӗрлӗ професси алла илме тӑрӑшмаллине каларӗ конгресс вице-президенчӗ.
Кунта та вӑл нумай-нумай кӗнекесемпе журналсем парнелерӗ. 
Аса илтеретӗп, "Ачасене - чӑваш кӗнеки" акци малалла пырать.

ЧНК пресс-служби.