• Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхне пӗтӗм пурнӑҫне, вӑйне панӑ Василий Яковлевич Шадрикова 80 ҫулхи юбилейӗпе чысларӗҫ.

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхне пӗтӗм пурнӑҫне, вӑйне панӑ Василий Яковлевич Шадрикова 80 ҫулхи юбилейӗпе чысларӗҫ.

Чӑваш наци вулавӑшӗн лару залне агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш наци конгесӗн Ваттисен Канашӗн пайташӗсем, Елчӗк район ертӳлӗхӗ тата ытти нумай, нумай сумлӑ ҫынсем паллӑ та хисеплӗ ҫынна, пултаруллӑ ертӳҫӗне, общество деятельне Василий Шадрикова саламлама пуҫтарӑнчӗҫ.

Чӑн та, Елчӗк районӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче 1939-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер, Василий Шадриков мӗн ачаран ҫӗр ӗҫне парӑннӑ, ял хуҫалӑх аталанӑвне ҫӳллӗ шая ҫӗклеме ырми-канми тӑрӑшнӑ маттур чӑваш.
Шкулта вӑтам пӗлӳ илнипе ҫырлахман вӑл, 1957-мӗш ҫулта Шупашкарти ял хуҫалӑх институте зоотехника факультетне вӗренме кӗнӗ.
Аслӑ вӗренӳ заведенинче ӑнӑҫлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн, пултаруллӑ специалиста Чӑваш Республикинчи чи пысӑк та лайӑх аталаннӑ хуҫалӑхсене шаннӑ. Василий Яковлевич кунта ҫӗнӗ технологипе ӗҫлессине аталантарас тӗлӗшпе ырми-канми вӑй хунӑ.
Вӑл Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче, Елчӗк КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче, республикӑри ял хуҫалӑх специалисчӗсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра тата ытти яваплӑ вырӑнсенче ӗҫлесе хисеп ҫӗнсе илнӗ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та алӑ усса ларман Василий Яковлевич, пуҫӗпех общество ӗҫне кӳленнӗ.
Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн председателӗ пулнӑ, халӗ хастар пайташӗ вӑл.
Василий Шадриковӑн сумлӑ 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ял хуҫалӑх ертӳҫисем май килнӗ таран йышлӑ килнӗ темелле. Саламлакансем питӗ нумайӑн пулчӗҫ. Вӗсем пурте юбилярӑн сӑпайлӑхне, ертсе пырас пултарулӑхне, интеллигентлӑхне палӑртрӗҫ.
Ырӑ сӑмахсемсӗр пурне "Телей" ансамбль, Алексей Шадриков, Алина Савельева юрӑҫсем илемлӗ юррисемпе килнисен тата юбилярӑн кӑмӑлне уҫрӗҫ.