Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн районсем хушшинчи «Вирьял эрешĕсем» фестиваль-конкурс иртрĕ

 

 Чăваш халăхĕн культури нумай енлĕ: тĕрри-эрешĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши  - пĕтĕмпех тыткăнлать. Апрелĕн 23-мĕшĕнче Сосновкăри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  иртнĕ районсем хушшинчи «Вирьял эрешĕсем» фестиваль-конкурс та çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн пуçарăвĕпе, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ тăрăшнипе тата культура пайĕ пулăшнипе пĕрремĕш хут иртнĕ фестиваль шкул ачисене кăна мар, ял тăрăхĕнчи çынсене те кунти вĕренÿпе культура центрне пухма пултарчĕ.

Сосновка шкулĕнче вĕренекен пур ача та, конкурса хутшăнма килнĕ ытти шкул ачисемпе вĕрентекенсем те, хăнасемпе йĕркелÿçĕсем те, ку шкулта вăй хуракансем - хуралтан пуçласа шкул директорĕ таранах - капăр чăваш тумне тăхăнни аваллăхпа хальхи пурнăçа çыхăнтаркан кĕперĕн пĕр пайĕ пулчĕ. Муркашри Тури чăвашсен музейĕ йĕркеленĕ чăваш тĕрри-эрешĕсен куравĕ, хутшăнакан кашни шкул хатĕрленĕ чăвашсен авалхи тата хальхи тĕррисемпе тумĕсен куравĕ, чăваш наци апат-çимĕçĕн куравĕ фестиваль тĕллевĕсене тĕплĕнрех уçса пама пулăшрĕç.

Тури чăвашсен авалхи çи-пуçне, наци эрешĕсене кăтартасси, тури чăвашсен пуян йăли-йĕркине аса илтересси - çак тĕллевпе йĕркеленĕ фестиваль-конкурса районти Сосновка, Чуманкасси, Шетмĕпуç, Турай, Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенчи ача-пăча фольклор коллективĕсем хутшăнчĕç. ЧНК Хĕрлĕ Чутай районĕнчи председателĕ Юлия Мареева хавхалантарнипе фестивале Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси шкулĕн ачисем те хутшăнчĕç.

Фестивале пухăннисене район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова, Сосновка шкул директорĕ Ирина Федотова саламларĕç.

Кашни ушкăн сцена çинче тури чăвашсен пĕр-пĕр йăли-йĕркипе паллаштарчĕ. Улах каçĕсем мĕнле иртнине, лармара та хĕрсем ал ĕç тунине, Сурхури уявне еплерех паллă тунине, ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн вăйă каçĕсене камсем пуçтарăннине, салтака тăван килтен мĕнле кайнине сăнлакан сценăсем пурин  кăмăлне те кайрĕç.

Аслисем пулăшнипе ачасем хăйсем пурăнакан вырăнĕсенче авалхи тумсене тупма тăрăшни яр уççăнах курăнчĕ: хура тăлапа çăпата сырнисем, çут калушпа шур чăлха  тăхăннисем, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи сăран атă, пиртен алăпа çĕлесе тунă шупăрпа аркă, уява е ĕçе тухмалли тĕрлĕ çи-пуç тăхăннисем - асаннесен арчинчи пур тупрана та кăларнă тейĕн. Вĕсене сцена çинче кăтартасси - шăпах фестивалĕн пĕр тапхăрĕ пулчĕ.

Çак фестивале йĕркеленĕшĕн, çакăн пек мероприятисем кирлине палăртса Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров муркашсене тав сăмахĕ каларĕ. Чăвашлăха упрас, ăна аталантарас ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунине шута илсе Сосновка шкулне тата  шкул директорне Ирина Федотовăна ЧНК Хисеп хутне, Чуманкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Николаевăна ЧНК президенчĕн Тав çырăвĕне парса чысларĕ.

Самантпа усă курса, Анатолий Ухтияров ЧНК президенчĕ Николай Угаслов республикăра иртекен «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» акцине активлă хутшăннине  палăртрĕ. Вăл парса янă вун-вун чăвашла кĕнекене Сосновка шкулне парнелерĕ.

Фестивальте тĕрлĕ мастер-класс ĕçлерĕ. «Çĕр-пин сăмах тĕнчи» мастер-класа Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕ Раиса Сарпи çыравçă ертсе пычĕ.  «Çĕр-пин юрă тĕнчи» мастер-класа хутшăннисем чăваш эстрада юрăçи Алина Савельевăпа пĕрле чăваш юррисене икĕ сасăпа юрлас ăсталăха туптарĕç. «Тури чăвашсен йăли-йĕркисем» мастер-класра ачасем уйрăмах йышлă пулчĕç. Вĕсем Ирина Раевская вĕрентекенпе тури чăвашсен «муркка куклине» тума вĕренчĕç, хĕр çумсем туйра пысăк кукăле 9 пая каснине аса илсе ĕçре тĕрĕслерĕç. «Ăстаçăсен пÿлĕмĕ» мастер-класра Альбина Ятманова вĕрентекен ертсе пынипе сурпан çинчи тĕрĕсене «вуласа», вĕсене йăла-йĕркепе çыхăнтарса çынсене уявра, ĕçре сăнлакан ÿкерчĕксем тума хăнăхрĕç.

Фестивале хутшăнакансене Татьяна  Степанова Н. Никольский музейĕпе, сăн ÿкерчĕксенчен тата вĕсене ăнлантарса пăнă текстсенчен йĕркеленĕ чăваш тумĕн куравĕпе паллаштарчĕ.

Ачасен фольклор коллективĕсем «Чи лайăх фольклор ушкăнĕ», «Чăваш эрешĕсем», «Арçынсен наци тумĕ» тата «Хĕрарăмсен наци тумĕ» номинацисенче çĕнтерÿçĕсем е призерсем пулса тăчĕç, дипломсене тата ЧНК «Ыркăмăллăх фончĕн» председателĕ Павел Вязов хатĕрленĕ парнесене тивĕçрĕç. Хăнасене кĕтсе илме пулăшнă тата сцена çинче хăйсен юрри-ташшипа савăнтарнă Чуманкасси шкулĕнче Радимир Семенов ертсе пыракан «Туслăх» фольклор коллективĕ те парнене тивĕç пулчĕ.

Чăваш чĕлхи кунне тата Театр çулталăкне халалланă «Вирьял эрешĕсем» фестивале малашне те ирттерме сĕнекен чылай пулчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.