Чăваш халахĕ мĕн авлтан юрă ăстисемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Гавриил Федорович Федоров (1878-1962). Гавриил Федоров халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвĕсене ырми канми пухса вĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӑван халӑх патне илсе ҫитерес тесе ЧНК культура комитечĕ нумай тӑрӑшать. 
Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче республикăри Туслăх çуртĕнче Гавриил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль иккӗмӗш хут иртрĕ. Вӑл комитет пуҫарса янӑ «Аваллăха упраса, малашлӑха ӗненсе» тата «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектсемпе килӗшӳллӗн иртрӗ. 2018 çулхи фестивале Гавриил Федоров 140 ҫул тултарнине халалланăччӗ. 
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – чӑваш халăхӗн йăли-йеркине, юрă-кĕввине упраса хăварасси, авалхи чӑваш халӑх юррисене чĕртсе тăратасси, çак ĕçе пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксене явăçтарасси. 
Конкурса хутшăнакансене чи малтанах Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова тата жюри председателĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Наталья Арсентьева ăшшăн саламларĕç, Гавриил Федоров пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчĕç. 
Гавриил Федоров юрланӑ тата упраса усранӑ юрăсене чӑвашсен паллӑ композиторӗсем 1934 ҫулта Мускавра уйрӑм кенекепе пичетлесе кӑларнӑ. Унта 146 юрӑ кӗнӗ. Каярахпа Степан Максимов композитор татах 382 юрӑ ҫырса илнӗ. Юрий Илюхин музыковед та Гавриил Федоровпа нумай тӗл пулнӑ, ун юррисене ҫырса илнӗ. 1969 ҫулта Юрий Александрович редакциленӗ «Чӑваш халӑх юррисем» кӗнекере 620 юрӑ пичетленсе тухнӑ. Вӗсен шутӗнче паян пурте юратса юрлакан «Ӑҫта каян чӗкеҫ», «Алран кайми аки-сухи». Юрӑсене ҫухатас мар тесе, юрӑҫӑ кашни кӗвве хӑш ялта, камран илтнине уйӑрать, жанрне пула ушкӑнлать: Йӑлӑмкасси юрри, Шорчекассинси Андриан юрри, Тунти кун юрри тата ытти те. 
Гавриил Федоров юррисенче кӗвӗ илемӗ ҫав тери пуян пулнине, вӗсем чӑваш халах музыкин наци уйрӑмлăхне питӗ лайӑх палӑртнине пирӗн композиторсем тахҫанах туйса илнӗ. Вӑл ҫырса илнӗ чылай юрӑ-кӗввипе Мариан Коваль, Федор Павлов, Григорий Хирбю, Тимофей Парамонов, Самуил Фейнберг, Владимир Иванишин, Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторсем хӑйсен произведенисенче усӑ курнӑ. 
Фестиваль Чăваш енре тата регионсенче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене пӗрлештерчӗ. Чӑваш Республикинчен, Тюмень облаҫӗнчен, Крымран, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен, Тутар Республикинчен чăваш ансамблĕсемпе уйрăм юрăçсем хӑйсен ӗҫӗсене тӑратрӗҫ. 
Вĕсен ĕçне сумлă тÿресем хакларĕç. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ енлĕ специалистсем пулчĕç: 
Тÿре председателĕ, ЧНК культура комитечĕн пайташĕ Наталья Арсентьева, 
Земфира Яковлева - фольклорист, композитор, педагог, халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителĕ, 
Елена Хорькова (Шурту) Елена - ЧНК культура комитечӗн пайташӗ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕ, Чǎваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, 
Зоя Яковлева – ЧНК пресс-служба ертӳҫи, ЧНК президенчĕн общество çыхăнăвĕпе пулашаканĕ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, 
Тамара Ишмуратова – юрăçă, республикари Туслăх çурчĕн специалисчĕ. 
Çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç – «Пӗччен юрлакансем» (Сольное пение) тата «Фольклор ушкӑнӗсем». 
Конкурса хутшăнакансем пурте хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартма тăрăшрĕç. Куракансем авалхи юрăсене итлесе киленчĕç кăна мар, вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. 
Земфира Кузьминична ерсте пыракан «Ҫӗн ял», «Телей» (ертӳҫи Наталья Арсентьева) халӑх ушкӑнӗсем тата Пархикассинчи «Кӗрнече» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Мария Иванова) хӑйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. 
Конкурса Тутарстан тăрăхĕнчи Тăхăръялтан килнĕ "Уяв" ансамбль пултарулăхĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. 
Уйрăм юрлакансем хушшинче Элĕк тăрăхĕнчен килнĕ Никита Арсентьев çĕнтерчĕ. 
Конкурс вĕçленсен малти вырăнсене тухнă çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи. (авторăн сăнукерчĕкĕсем) 
Вера Архипова, ЧНК культура комитечĕн председателĕ.