Муркашра вĕренÿ, çамрăксен политикин физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Ентеш çыравçăсен хайлавĕсене шкулта вĕрентесси» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем ку конференцие Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç. Районта çуралнă Спиридон Михайлов-Янтуш, Юрий Скворцов, Александра Лазарева, Кăтра Мишши, Куçма Пайраш, Иван Григорьев, Василий Ржанов çыравçăсен пултарулăхне тишкернĕ май вĕсен хайлавĕсене вĕрентес уйрăмлăхсене палăртрĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Пур ентеш çыравçăсен хайлавĕсене шкул программине кĕртмен паллах. Çавăнпа хăш-пĕр хайлавсене ачасемпе иттерекен воспитани ĕçне йĕркеленĕ чух, профориентаци уйăхлăхĕнче тата килти вулав урокĕсенче усă курма май пуррине каласа кăтартрĕç вĕрентекенсем. Ĕçре усă куракан технолгисемпе, мелсемпе, меслетсемпе паллаштарчĕç. «Шкул ачисен хамăр тăрăхран тухнă пуллтаруллă çынсем çинчен пĕлмеллех», - тесе вĕçлерĕç хăйсен ĕçне вĕрентекенсем. Конференцин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх статьясен пуххи пичетлесе кăларма палăртрĕç