Кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Пирĕн çулăмлă сăвăçăн юбилейне пысăк шайра ирттерме пĕтĕм чăваш тĕнчи хатĕрленет. Вĕренÿ комитечĕ те 2019 çулта ирттерме палăртнă пĕтĕм тĕп ĕçсене кăвар чĕреллĕ поэтăн çавра çулне халаллать.

Эпир: «Пуласлăх – ачасенче» тетпĕр. Вĕсем ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, чăваш халăх культурин кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă çынсем çинчен пĕлес туртăмлă пулни пирĕнтен те чылай килет. Çавна пула ĕнтĕ ачасен чăвашлăх туйăмне вăйлатас, тăван чĕлхе пĕлтерĕшне ÿстерес тата çырас ăсталăхне якатас тĕллевпе тĕрлĕ пултарулăх ĕçĕсем кашни çул йĕркелетпĕр.

Вĕренÿ комитечĕ илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртас, çамрăк çыравçăсене литература ĕçне анлăрах явăçтарас, вĕсен илемлĕ хайлав çырас туртăмне малалла аталантарас тĕллевпе пуçаруллă ĕçлет.

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнче «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттеретпĕр. Ăна йĕркелекенсем Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Чăваш Республикин наци библиотеки, Тантăш» чăваш ачисен хаçачĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕ пулчĕç. Чăваш ачисен литература конкурсне Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкулĕсенче 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене, колледжĕсемпе аслă шкулĕсен студенчĕсене хутшăнма чĕнетпĕр. Пултарулăх ăмăртăвĕ тăватă номинаципе иртет: чи лайăх сăвă, чи лайăх калав, чи лайăх очерк, чи лайăх пьеса. Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене йышăнать. «Çĕнĕ хум» конкурс пуçланнă ĕнтĕ. Вăл чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕчченех пырать. Унăн йĕркине тĕплĕнрех Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин,Чăваш наци конгресĕн сайчĕсенче кĕрсе пĕлме пулать.

2019 çул Çеçпĕл çулĕ терĕмĕр. Çĕн ĕмĕрĕн çĕн поэчĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ пире паян тăван сăмахăмăра çĕнĕрен чĕртсе тăратма пулăшать, чăваш чĕлхипе пĕрлешсе ĕçлеме хистет. Чăваш наци конгресĕн пĕтĕм ĕç-пуçне сумлă поэтпа çыхăнтарни çамрăксен наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне ÿстерме пысăк пулăшу парасса, патриотизм туйăмне, ырă чун хавалне, ĕçченлĕхне аталантарма пулăшасса шанатпăр.

Хисеплĕ çамрăк чăваш çыравçисем! Сире, тăван чĕлхене юратакансене, сăмах ÿнерĕпе кăсăкланакансене, чăваш чĕлхи тавра пĕрлешсе пултарулăха аталантарма чăтăмлăх, çирĕп сывлăх тата вăй-хал сунатпăр.

Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитетĕн председателĕ.