Тюмень хулинчи пысӑк драма театрӗ. Вырӑнти вӑхӑтпа каҫхинехи 19.00 сехет. Историче пӗрремӗш хут сцена ҫинче артистсем чӑвашла калаҫаҫҫӗ...
Ҫапла, кунти чӑвашсем ӗмӗтлӗнни пурнӑҫланчӗ! 
Чӑваш Енри сумлӑ театр Ҫӗпӗрти пысӑк хулара гастрольте!
Юратнӑ артистсене кӗтсе илме кунти чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗ тӗплӗ хатӗрленнӗ. Тюмень облаҫӗн ертӳлӗхӗ пулӑшнипе тӑван театра тивӗҫлӗ кӗтсе илме пултарчӗҫ вӗсем. Паллах, ассоциаци президенчӗ Ираида Маслова тӑрӑшнипе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗсенчен ентешсене спектакль курма илсе килесси, артистсене кӗтсе илме вырӑнти чăваш юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсене йӗркелессисĕр пуҫне курӑнман нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ кунти чăвашсен "Тăван" наципе культура автономийĕ
К.В.Иванов ячӗллӗ чӑваш паташлӑх академи драма театрӗн спектакльне курма чӑвашсемсӗр пуҫне ытти халăх пӗрлӗхӗсен представитӗлӗсем, наци театрӗсен пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакан хула халӑхӗ те килнӗ.
Куракансемпе калаҫнӑ май, кунти ентешсем пирӗн театра 40 - 50 ҫул таран кӗтнине пӗлтерчӗҫ, тӑван чӗлхешӗн, юрӑ-кӗвӗшӗн тунсӑхланине пытармарӗҫ.
Сумлӑ артистсене: РСФСР халӑх артистне Нина Яковлевӑна, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистне Любовь Федорована, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсене Иван Ивановпа Сергей Иванова тата ытти юратнӑ артистсене сцена ҫинче курни вӗсемшӗн мӗнешкел пысӑк телей пулнине савӑнса каласа пачӗҫ ентешсем.
Паллах, камит питӗ кӑмӑла кайнӑ Ҫӗпӗрте пурăнакансене. Кашни сӑнарта пурнӑҫра тӗл пулнӑ ҫынна асӑрханине каларӗҫ вӗсем.
Чылайччен алӑ ҫупса сцена ҫинчен ямарӗҫ Чăваш Енрен килнĕ артистсене.
Чӑваш театрне Тюмень тӑрӑхне кӗпер хывма пулӑшнӑ Сергей Павлов артист пурне те çак историллĕ тĕл пулăва йĕркелеме пулăшнăшăн тав турӗ. 
Тюмень облаçĕн ертÿлĕхĕ, "Таван" ассоциаци тата чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕсем пĕр пĕрне тав туса парнесем пачĕç.
Туслăх кĕперĕ йĕркеленнĕшĕн савăннăскерсем малашне те театр Çĕпĕре килессе шаннине пĕлтерчĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи З.Яковлева.
(сăнÿкерчĕксем авторăн)