Тюмень тӑрӑхӗнче чӑваш культура кунӗсем пыраҫҫӗ


Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тюмень хулинчи сумлӑ драма театрӗн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем "хуҫаланаҫҫӗ". 
Кунта вӗсем "Театрӑн туслӑх кӗперӗ" ҫӗршыв тӑрӑх спектакльсемпе ҫӳремелли акципе килӗшӳллӗн тата Тюмень облаҫӗн ертӳлӗхӗпе асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗ чӑваш культура кунӗсене йыхравланипе килнӗ.
11.00 тата 13.00 сехетре ачасем валли вырӑсла "Как Настенька чуть Кикиморой не стала" юмах кӑтартаҫҫӗ. 
Каҫхине вара - вырӑнти вӑхӑтпа 19.00 сехетре аслисем валли А.Тарасов пьеси тӑрӑх В.Яковлев режиссер лартнӑ чӑвашла "Туя туй пек тумалла" спектакль.
Чи юратнӑ тата кӑмӑллӑ куракансем - паллах ачасем.
Малтанах, спектакль пуҫланиччен, юмахра вылякан артистсене Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацине ҫӳрекен ачасен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа тата ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илчӗ. Артистсем пӗчӗк тусӗсене тараватлӑхшӑн чунтан тав турӗҫ.
Чӑн тата, юмахра чӑваш театрӗн ҫамрӑк артисчӗсем пултаруллӑ выляҫҫӗ. Кашни сӑнара кулӑшла тата ачасене ӑнланмалла лартса ҫитернӗ. Спектакль тӑршшӗпех пӗчӗк куракансемпе рольти артистсен хутшӑнӑвӗ пырать. Кашни персонажа ачасем пурнӑҫри пек йышӑнса вӗсемшӗн пӑшӑрханса ларнине курма кӑмӑллӑ. Юмаха пӑхнӑ май мӗн лайӑххипе мӗн япӑххине пӗчӗк куракана ӑнланма, ӑша илме ҫӑмӑл.
Ку ӗнтӗ чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсен професси шайӗ пысӑк пулнине кӑтартать.