Юбилейлă 20-мĕш "Кĕмĕл сасă" конкурс ăнăçлă иртрĕ

Пуш уйӑхĕн 30-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресĕ Чӑваш Енри культура, национальнӑҫсен ĕҫĕсен тата архив ĕҫĕн министерстви пулӑшнипе ХХ юбилейлӑ Раҫҫей шайĕнчи "Кĕмĕл сасӑ" конкурс-фестивальне ирттерчĕ. 
Уява килнисене юсаса ҫĕнетнĕ Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ ҫамрӑксен театрĕ ӑшпиллĕн кĕтсе илчĕ.
Паллӑ, йӑлана кĕнĕ фестивале 6 Раҫҫей регионĕнчен, республикӑри 8 районтан пурĕ 30 ҫамрӑк килсе ҫитрĕҫ. 
Юбилейлӑ конкурса Тутарстанри икĕ юрӑҫпа икĕ ансамбль, Чĕмпĕрпе Чĕмпĕр тӑрӑхĕнчен икĕ юрӑҫ, Оренбург облаҫĕнчен, Питĕр хулинчен, Сургутран хутшӑнма пултарчĕҫ.
Кӑнтӑрла 11 сехетре конкурс пуҫланчĕ. 
Пултаруллӑ яш-кĕрĕме ӑнӑҫу сунса саламлама Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, культура министерствин пай пуҫлӑхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурс жюри председателĕ Валерий Клементьев сцена ҫине хӑпарчĕҫ. 
Жюри пайташĕсем хушшинче анлӑ музыка пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем: Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, И.Н.Ульянов ячĕллĕ чӑваш патшалӑх университечĕн профессорĕ Станислав Кондратьев, "Паха тĕрĕ" фирма директорĕн ҫумĕ Маргарита Павлова, чӑваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн ертӳҫи Алина Федорова тата Чӑваш Патшалӑх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ЧНК ыркӑмӑллӑх фончĕн директорĕ Павел Вязов.
Конкурса килнĕ маттур ҫамрӑксем хӑйсене сцена ҫинче тĕрĕс тытма пĕлнине, чĕрĕ саспа уҫҫӑн, тĕрĕс юрлама пултарнине кӑтартса пачĕҫ. 
Каҫхине вара, 18 сехетре Раҫҫей шайĕнчи чӑваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасӑ" конкурс-фестивалĕн 
гала-концерчĕ пуҫланчĕ. 
Кунта конкурсра ӑнӑҫлӑ юрласа ҫĕнтернĕ чӑваш ҫамрӑкĕсем, тĕрлĕ ҫулсенче ҫак фестиваль ҫĕнтерӳҫисем пулнӑ, халĕ хӑйсене эстрадӑра тупнӑ юрӑ ӑстисем сцена ҫине тухрĕҫ.
Гала концерта вĕҫлеме Чӑваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова, жюри председательне Валерий Клементьева тата тӳресене сцена ҫине йыхравларĕҫ. 
Юбилейлӑ фестивале хутшӑннӑ ҫамрӑксем пурте дипломсемпе хаклӑ парнесене тивĕҫрĕҫ.
Юрлакансен пултарулӑхне тĕрлĕ номинаципе хакларĕҫ.
Хӑйне евĕр ӑста юрлакан юрӑҫ - Васянкова Алиса /Канаш районĕ/, куракансем килĕштернĕ юрӑҫ- Владимир Тимофеев /Ҫĕмĕрле районĕ/, чи ҫепĕҫ саслӑ юрӑҫ - Андреева Кристина /Шӑмӑршӑ районĕ/ пулчĕҫ.
Ушкӑнпа юрлакансем хушшинче 3-мĕш вырӑна Тутарстантан килнĕ Ольга Суриковӑпа Дмитрий Никитин, 2-мĕшне - Муркашри "Кӑмӑл" ансамбль, 1-мĕш вырӑна - Тутарстан Республикинчи Нурлатри "Илемпи" ушкӑн ҫĕнсе илчĕҫ.
Ольга Сурикова / Тутарстанти Ҫармӑсан районĕ/, Кристина Лебедева /Сургут хули/ тата Татьяна Зарубина / Хĕрлĕ Чутай/ дипломантсем пулса тӑчĕҫ.
Никита Родионов/ Шупашкар/, Ямщикова Мария /Чĕмпĕр хули/ тата Кристина Никитина / Чĕмпĕр тӑрӑхĕнчи Нагаткино ялĕ/ 3-мĕш вырӑна тухрĕҫ.
2- мĕш вырӑна Питĕртен килнĕ чӑваш пики Наталия Васильева тивĕҫрĕ.
1-мĕш сумлӑ вырӑна Шупашкар хулинче пурӑнакан Людмила Засыпкина ҫĕнсе илчĕ. 
Ӑна Юрий Сергеевӑн "Соло" продюсер центрĕ 30 пинлĕх сертификат парнелерĕ. Ку вӑл юрӑсем илемлетмелĕх хаклӑ та кирлĕ парне. 
Чи хисеплĕ те сумлӑ гран -при илме Шупашкарти музыка училищинче юрӑ ӑсталӑхне туптакан Ксения Захарова пултарчĕ! Вӑл хӑй Тутарстан тӑрӑхĕнчен. 
Ӑна Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ноутбук парнелерĕ. 
Тата ятарлӑ парнене - гитарӑна конгресс ыркӑмӑллӑх фончĕн ертӳҫи Павел Вязов парнелеме кӑмӑл турĕ.
Ҫак яваплӑ, юбилейлӑ конкурса йĕркелеме пулӑшнӑ пĕтĕм хастарсене, спонсорсене пысӑк тав!

ЧНК пресс-служби. 


https://m.facebook.com/story.php?story_fbid=2262634680468025&id=100001645457910

https://m.facebook.com/story.php?story_fbid=2262634680468025&id=100001645457910