Çеçпĕл Мишши 120 çулĕ тĕлне....

 

 Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕсем, вĕренÿ комитечĕн ертÿçисем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова Чăваш Ен Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин канашлăвне хутшăнчĕç.
Ăна Константин Яковлев министр ертсе пычĕ.
Ĕçлĕ калаçу чÿк уйăхĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин 120 çулне паллă тăвасси пирки пычĕ.
Юбилейлă мероприятисен шутне ЧНК вĕренÿ комитечĕ ирттерекен регионсен шайĕнчи "Çĕнĕ хум" литературăпа пултарулăх конкурсне ирттересси те кĕрет. 
Канашлура ку енĕпе тĕрлĕ енлĕ сĕнÿсем пулчĕç.