Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Пĕлÿ кунĕпе саламлани

   Хаклă ачасем! Хисеплĕ вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем! 


   Умра тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани илессишĕн тăрăшмалли хĕрÿ тапхăр. Вĕрентÿ ĕçне пахалăхлă йĕркелесси Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан çирĕп çул-йĕр. Çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантарас енĕпе лайăх условисем туса парас тĕлĕшпе республикăра чылай ĕç тунă. Паян пирĕн вĕренме, ĕçлеме майсем çителĕклĕ. 
   Хаклă учительсемпе ачасем, ашшĕ-амăшĕ! Сире Чăваш наци конгресĕпе туслă çыхăну тытнăшăн, пĕрлехи ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватăп. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăри тата ытти регионсенчи вĕрентекенсем конгресс йĕркелекен конкурссемпе викторинăсене, çавра сĕтелсемпе канашлусене, ытти мероприятие хастар хутшăнчĕç. Ÿлĕмрен те çаплах пуласса, пирĕн туслăх, ĕçлĕ çыхăнусем тата та çирĕпленсе пырасса шансах тăратăп. 
Тăван чĕлхене юратасси, унăн çутă малашăлăхĕшĕн тăрашасси, тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварса аталантарасси кашни чăвашăн яваплă тивĕçĕ. Мăн асатте-асаннесем пилленине сума суса малашне те пĕрле тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшăпăр. 
Чăваш халăхĕ тивĕçлипех мухтанма пултаракан ачасен ăрăвне воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшакан педагогсене пархатарлă ĕçе малашне те ăнăçлă туса пыма ырă сунатăп. Çамрăк ăру умĕнче вĕренÿ тĕнчин алăкĕсем яланах уçă пулччăр, тарăн пĕлÿ илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсес кăмăл-туйăм нихăçан та ан çухалтăр. Ашшĕ-амăшĕн çак йывăр ĕçре вĕрентекенсене, ывăл-хĕрне пулăшса пымашкăн вăй-хăвачĕ тапса тăтăр. 
    Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп! 
 
                                                                                                                          Чăваш наци конгресĕн президенчĕ
                                                                                                                           НИКОЛАЙ УГАСЛОВ