Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Валентина Тарават тусăмăра хисеплесе те юратса!

 

Республикăмăр тулашĕнче пуранать  пулин те, Валентина Николаевна конгресс пурнăçĕпех пурăнать.  Чăваш наци конгресĕн кашни çитĕнĕвне вăл сăнасах тăрать, хăйĕн канашĕсемпе, тĕрлĕ ырă ĕçĕсемпе пулăшать. Вăл конгреса хăйĕн ачи пекех шухăшлать, чăвашлăх ĕçĕшĕн хыпса çунать.

Шупашкара килсен Валентина Ивановна чи малтан пирĕн пата кĕрет, конгресс сывлăшĕпе сывлать, кашни хастарăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать.

Вăл пире час-часах хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелесе савăнтарать.

«Валентина Тарават /Игнатьева/ — Раççей Писательсен союзĕн пайташĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн, Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ. 2007 çулта унăн ячĕ Ульяновск облаçĕн ылтăн кĕнекине кĕнĕ, Валентина Николаевна çинчен «Лучшие люди России» энциклопедире те вуласа пĕлме пулать.

Пирĕн шанчăклă юлташăмăр пултарулăхĕ çинчен Юрий Сементертен  витĕмлĕрех калаймăн:

«Тарават хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те яланах тулли кăмăлпа йышăнаççĕ, вĕсенче чун ыйтăвне тивĕçтерекен хуравсем тупаççĕ. Ахальтен мар ăна чăваш халăхĕн чи сумлă юрăçисем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Акă ăçта вăл сăмах ăсталăхĕпе, ÿнер асамлăхĕпе туллин усă курса тĕлĕнтермĕш шăратса кăларма пултарнин тĕсĕ. Мĕнле-ши çав вăрттăнлăхăн ячĕ? Унăн ячĕ вăл — талант. Талант тени этем чунĕнче мĕн ачаранпах хĕмленсе çÿрет, анчах ăна аталанма, çунатланса çын çине тухма хăйĕн сехечĕ, хăй мехелĕ кирлĕ. Çав мехел Валентина Николаевнăсен кил-йышĕнче кулленхи сывлăш пекех тĕпленнĕ пулас. Курăр-ха эсир: унăн шăллĕ те, Анатолий Музыкантов, эпир лайăх пĕлекен, сума сăвакан ташă ăрăмçи, Шупашкарта «Сувар» ансамбль йĕркелесе чăваш ташшине тĕнче умне кăларчĕ. Валентина хăй те, унăн шăллĕ Анатолий те Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Пĕр вучахра шăраннă вĕсем, пĕр сунтал çинче туптаннă, ырми-канми ăнтăлупа пурнăç çулĕ хывнă, Парнас тăвĕ виçине улăхнă».

Çапла, Валентина Николаевна Тарават пек чăваш халăхĕшĕн,унăн пуласлăхĕшĕн пурăнакан хастарсем нумайрах  пулсан мĕнлерех аван пулнă пулĕччĕ!  

Паян, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Валентина Тарават хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать.Çак ятпа саламласа пирĕн шанчăклă та юратнă тусăмăра Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров, президиум пайташĕсемпе мĕн пур конгресс хастарĕсем анлă пултарулăх çулĕ, телейпе юрату, çирĕп сывлăх сунаççĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи, Валентина Таравата чунтан хисеплекен Зоя Яковлева.