ЧНК хастарӗсем Улатӑр районӗнче пулчӗҫ, телерадиопрограмма ӳкерчӗҫ

  Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет председателӗ Юлия Мареева пуҫарӑвӗпе шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче конгресӑн хастарӗсем Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пулчӗҫ.

Конгресӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ Анатолий Ильич Ухтияров йӗркеленипе ҫывӑхах мар ҫула ӑнӑҫлӑ кайса килме май пулчӗ.
Кунта паллах пирӗн президентӑмӑра Николай Угаслова чунтан тав тӑвас килет. Вӑл яланах конгресс хастарӗсене ҫул ҫӳреме автобусне уйӑрса парать, халӑхпа йӗркелекен мероприятисене ырласа йышӑнӑть.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре кӑҫал Республика Кунне уявланӑ, ҫӗнӗ этнопарк уҫнӑ.
Этнопарк проекчӗн авторӗ - ЧНК "Чӑваш ялӗ" комитет ертӳҫи, ывӑнма пӗлмен Эдуард Бахмисов.
Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Казанцев, шкул директорӗ Надежда Махрова тата ял халӑхӗ конгресс хастарӗсене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ, телерадиопрограмма ӳкерме тӗрлӗ енлӗ пулӑшрӗҫ.
ЧНК пайташӗсем улатӑрсемпе ҫывӑх калаҫрӗҫ, вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе кӑсӑкланчӗҫ тата паллах ҫӗнӗ этнопаркпа паллашрӗҫ.
Ҫитес вӑхӑтра кунта хатӗрленӗ телепередача пирӗн сайтсенче тата сенкер экран ҫинче пулӗ

ЧНК пресс-службин ертӳҫи, телепрограмма операторӗ, режиссерӗ Зоя Яковлева.