ЧНК ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов Муркаш районӗнчи хорнуйсен хисеплӗ хӑни

 

Чӑваш наци конгресӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн председателӗ Павел Вязов Муркаш районӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятире яланах кӗтнӗ хӑна.
Ял уявӗсене вӑл нихӑҫан та пушӑ алӑпа килмест. Августӑн 3-мӗшӗнче те акӑ Павел Николаевич Хорнуй ял уявӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа Хисеп хучӗсене чӑнах та ялти тивӗҫлӗ ҫынсене парса чысларӗ. Чӑвашлӑха упрассипе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Манефа Колесниковёна тата ЧНК пайташне Надежда Королькова воспитателе тав турӗ.
Хорнуй ял кунӗнче вара уншӑн та кӗтменлӗх пулчӗ - ял ҫыннисем Павел Николаевича Хорнуй ял уявӗн хисеплӗ хӑни пулнине ҫирӗплетекен хăю ҫыхса ячӗҫ, кӗрекене пӗрле савӑнма йыхравларӗҫ. Кил картишсене хаклакан ушкӑн йышӗнче Павел Николаевич хорнуйсен пултарулӑхӗпе хаваспах паллашрӗ, ал - ӗҫсене курса, апат-ҫимӗҫне астивсе, юрри-кӗввине итлесе киленчӗ.
Тӗлӗнмелли вара уявра кӑҫал та пулчӗ. Театр ҫулталӑкне тата Муркаш район. 75 ҫул тултарнине халалланӑ ял кунӗ тӗрлӗ енлӗ пуян иртрӗ. Первомайски, Чаканар, Пашалукасси, Шкул тата Садовая урамсенче пурӑнакансем пурте тӗрлӗ инсценировка лартрӗҫ, тӗрлӗ пьесӑсен шӳтлӗ сыпӑкӗене халӑх умне кӑларса уява килнисен кӑмӑлне хӑпартрчӗҫ.
Ял кунне тӑрӑшса хатӗрленни курӑать: ачасем юмахри сӑарсене сӑнлакан ҫипуҫ тӑхӑннӑ,: аслисен - кашни урамӑн хӑйӗн уйӑрса илмелли тумӗ, кашни урамён пуян картиш...
Ял урамӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе сцена ҫинче паллаштарнӑ вӑхӑтра ачасен лапамӗ те питӗ хастар.ӗҫлерӗ.
Кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ ял кунӗ яланхи пекех кӑсӑклӑ иртрӗ, ял халӑхӗн кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ.

ЧНК Муркаш районӗн уйрӑмӗн ертӳҫи 
Наталья Николаева.