Çутçанталăк тусĕ, ăс-хакăл ăсти Николай Казаков 60 çул тултарчĕ

 

Çак ятпа паян, çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çуралнă, халĕ Чĕмпĕр хулинче ĕçлесе пурăнакан таврапĕлÿçĕ Николай Казаков Шупашкарти наци вулавăшĕнче çавра сĕтел йĕркелерĕ.
Унта Таврапĕлÿçĕсен Союзĕн пайташĕсем, çыравçăсемпе журналистсем, музей ĕçченĕсем (ытларах Чĕмпĕр тăрăхĕпе Çĕпрел районĕнче çуралса ÿснисем) пуçтарăнчĕç. 
Николай Александрович Ильмовский (Казаков) 1959 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче, вĕрентекен кил-йышĕнче çуралнă.
1976-1979 çулсенче Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче, 1979-1984 çулсенче Мари Республикинчи политехника институтĕнче вĕреннĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăрман ĕрчетекен техник, вăрманçă пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. 1984-1986 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă. Çартан таврăнсан Чĕмпĕр облаçĕнчи Тереньга районне пурăнма куçнă. Пĕр хушă райхаçат фотокорреспонденчĕнче ĕçлет. 1990 çулта ăна Ульяновскра тăван чĕлхепе тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине чĕнсе илеççĕ. 1999 çултанпа «Ульяновск облаçĕнчи вăрмана хӳтĕлекен Центрта» вăй хурать. Чăвашсен облаçри обществăлла организацийĕсен ĕçне хастар хутшăнать. Унăн чăвашлăх юхăмĕнчи ĕçне «Чăваш халăх академикĕ» хисеплĕ ят парса палăртнă. Вăл — Раççей çыравçисен тата журналисчĕсен Союзĕсен пайташĕ.

Хастар та пултаруллă Николай Александровича саламлама Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Анатолий Ухтияров вице-президент та çитрĕ. Вăл юбиляра хисеплесе те сума суса ЧНК Хисеп хутне пачĕ. «Ытти регионта пурăнакан чăвашсем Чăваш Енпе тачă çыхăнса ĕçлесен кăна турă панă талантне уçма пултараççĕ. Николай Александрович пирĕн республикăн çывăх тусĕ, кунти таврапĕлÿçĕсемпе, çыравçăсемпе тăван пек ăнланса ĕçлет. Çавăнпа унăн ĕçĕсем курăмлă. 
Чăваш юхăмĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче анлă сарăлнă. Кунта Николай Казаковăн тÿпи те пысăк. Сире пархатарлă, пысăк ĕç тунăшăн Чăваш наци конгресĕн президентĕнчен Николай Угасловран пысăк тав»,- терĕ Анатолий Ильич Ухтияров.
Николай Александрович Чăваш наци конгресĕпе те туслă çыхăнса ĕçлет, унăн вăрман, тăван тавралăх, тăван йала-йĕрке тата чăваш чĕлхипе çыхăннă статьисем пирĕн «Чăваш тĕнчи» хаçата пуянлатаççĕ.
Чăваш халăх академикне, таврапĕлÿçĕне Николай Казакова Виталий Станьял ăсчах, Чĕмпĕр тăрăхĕнче çуралнисен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Вражкин, Николай Кириллов таврапĕлÿçĕ, Чăваш наци телерадиокомпани директорĕн çумĕ Александр Магарин, Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей директорĕ Ирина Удалова, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем тата ытти пултаруллă та паллă çынсем саламларĕç. Пурте унăн тĕрлĕ енлĕ хастарлăхне, пултаруллăхне, çутçанталăк тасалăхĕшĕн, чăвашлăхшăн, хамăр чĕлхешĕн ырми-канми тăрăшнине палăртрĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
(автор сăнÿкерчĕкĕсем).