Мухтавлă педагог Георгий Сидорович Сидоров паян 90 çул тултарчĕ

Пирĕн республика чапĕ, мухтавĕ, хисеплĕрен те хисеплĕ патшалăх тата общество деятелĕ, çутĕç йĕркелÿçи Георгий Сидорович Сидоров паян 90 çул тултарчĕ.
Вăл Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче виçĕ факультет вĕренсе пĕтернĕ. Вăрнар районĕнчи шкулсенче директор пулса ĕçленĕ. Каярах çак районта вĕренÿ ĕçне йĕркелесе пынă.
Пултаруллă та хастар ертÿçĕне асăрхаса 1962-мĕш çулта çутĕç министрĕн çумĕ пулма шаннă. 1964-мĕш çулта вара вăл министр пулса ĕçлеме пуçланă.
1973-76-мĕш çулсенче Георгий Сидоров Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.
1984-мĕш çулта хастар педагога И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорне суйланă.
Вăл ĕçленĕ вăхăтра институт чапĕ тата та ÿснĕ. Чăваш кадрĕсене хатĕрлекен Аслă вĕренÿ заведенийĕ аслăланса, аталанса пынă.
Хастар ĕçсемшĕн пултаруллă педагога Раççей Федерацийĕн Аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята панă. Педагогика тата социаллă ăслăлăхсен Академийĕн академикĕ, наукăпа ÿнер наци Академийĕн хисеплĕ академикĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Георгий Сидорович Сидоров доцент халĕ те общество ĕçĕнчен юлмасть, республика пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов, конгресс ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ильич Ухтияров, президиум тата Ваттисен Канашĕн пайташĕсем Георгий Сидорович Сидорова сумлă çавра çулпа саламласа иксĕлми телей, вăй-хăват, сывлăх сунаççĕ.

ЧНК пресс-служби.