Чăваш Ен профессиллĕ çыравçисен пĕрлĕхĕпе пĕрле Чăваш наци конгресĕ те çак пархатарлă тивĕçе пурнăçларĕ.
Ирхине 10 сехетре Çеçпĕл Мишши палăкĕ умне аллисене кĕрен гвозикăсем тытнă шкул ачисем (вĕсен хушшинче нумайрах кадет класĕсенче вĕренекен пултаруллă ачасем) пуçтарăнчĕç.
Ачасем кăвар чĕреллĕ поэтăн сăввисене чăвашла, вырăсла вуларĕç.
Профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Лидия Филиппова тата Ара Мишши, Геронтий Никифоров çыравçăсем (пурте вĕсем ЧНК хастарĕсем) паллă поэта асăнса сăмах каларĕç, Шупашкар юбилейĕпе саламларĕç, кунта килнĕ ачасене тав турĕç.
Шупашкарти 2-пе 22-мĕш кадет класĕсенче вĕренекен ачасемпе вĕсен вĕрентекĕнĕсем çыравçăсемпе тата конгресс хастарĕсемпе пĕрле Çеçпĕл Мишшине хисеп туса унăн палăкĕ умне чечексем хурса пуç тайрĕç.