Шуршӑл каччине, иккӗмӗш Андрияна юбилейпа чысларӗҫ

 

К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне, режиссера Андриян Николаевич Павлова 70 ҫулхи юбилейпа чысларӗҫ.
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлевпа унӑн ҫумӗ Елена Чернова паллӑ артист ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем ҫитерчӗҫ.
Пӗрле чылай ҫул туслӑн ӗҫлесе сумлӑ рольсемпе спектакльсем сахал мар калӑплани ҫинчен театр тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев аса илчӗ, Андриян Николаевича сывлӑх тата та сывлӑх сунчӗ.
Чӑн та, паллӑ артистӑн, режиссерӑн сывлӑхӗ хавшанипе вӑл тивӗҫлӗ канура. Анчах халӗ те юратнӑ театрпа, ӗҫтешсемпе ҫыхӑну татма пӑрахмасть вӑл.
Хисеплӗ юбиляра Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗн председателӗ Геронтий Никифоров саламларӗ, вӑл калӑпланӑ паллӑ рольсене аса илчӗ.
Конгресӑн культура комитечӗн пайташӗ Роза Степанова Андриян Павлов ячӗпе юрӑ парнелелӗ.
Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, Шуршӑлти "Ҫутӑ ҫӑл" фольклор ушкӑнӗ, Уплерти "Ҫеҫпӗл"ушкӑн тата Муркаш районӗнчи Орининӑри халӑх театрӗ те юбиляра саламласа чыс турӗҫ.
Паллӑ режиссера ырлӑх-сывлӑх сунма, ӑна хисеплеме ҫамрӑксен театрӗпе тӑван театр артисчӗсем сцена çине тухрӗҫ.
Куракансем юбилейлӑ каҫра "Чуххӑм Ванькка авланать" камит курса савӑнчӗҫ.

ЧНК пресс-служби.