Вӑл ҫӗр ҫине юратма килнӗ

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, юратнӑ сӑвӑҫӑмӑр, хастар та Турӑ панӑ талантлӑ Альбина Юрату хӑйӗн юбилейлӑ пултарулӑх каҫӗсене ирттерессине Шупашкарти литература музейӗнче пуҫларӗ.

Кунта поэтӑн 60 ҫулне халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ.
"Ҫак ҫӗр ҫине эп килнӗ юратма" ятпа ирттернӗ пултарулӑх каҫӗнче Альбина Васильевнӑн кӗнекисем, тӗрлӗ документсем, сӑнӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.
Никамшӑн та ҫӗнӗлӗх мар, вӑл ҫырнӑ сӑвӑсенчен юрӑҫсем хаваспах кӗвӗлеттерсе юрӑ хываҫҫӗ, халӑхра вӗсем чи анлӑ сарӑлнисем.
Альбинӑна саламлама ҫыравҫӑсемпе культура ӗҫченӗсем, юлташӗсем, унӑн талантне хисеплекенсем ҫитрӗҫ.
Пурте Альбина Юратуна малашне те хавхаланса ӗҫлеме ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Ҫитес вӑхӑтра юбилярӑн ҫӗнӗ кӗнеки тухмалла.
Вӑл ӑна пахалассине анлӑ паллӑ тӑвасшӑн, ҫавра юбилейӗпе поэта ҫавӑн чух саламлӑпӑр.

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.