Педагогика ветеранĕ конгреса тав сăмахĕпе çитрĕ

 

 Чăваш наци конгресне паян ятарласа Çĕрпÿ районĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ганна Петровна Андреева килсе çитрĕ. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси шкулĕнче 12 тата Красноармейски районĕнчи шкулта 20 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çын. ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ильич Ухтияров ăна ăшпиллĕн кĕтсе илсе калаçса ларчĕ.

"Раççей чăваш пики-2019" конкурс Ганна Петровна шучĕпе тăван халăх культурине, йăли - йĕркине аталантарассипе, ăна çамрăксене парса хăварассипе тăвакан питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çавăнпа та вăл конгресс çакнашкал мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттернишĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Педагогика ветеранĕ Çĕрпÿ районĕнчен хăйсен район пикине Полина Васильевăна пулăшма, хавхалантарма чылайăн килнине, район администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Николаев яваплăха ăнланса пур енĕпе те пулăшнине каларĕ.

Ганна Петровна Çĕрпÿ пикин Полина Васильевăн пултаруллăхĕ анлă пулнине палăртрĕ. Анатолий Ильич Полина Васильева конкурсра К.Ивановăн "Нарспи" поэмин сыпăкне тĕлĕнмелле витĕмлĕ каласа панине, пурин чунне те хумхатса куççÿль кăларнине, конкурса хастар хутшăннине аса илчĕ, ырларĕ, мухтарĕ. Театр çулталăкĕнче уншăн хĕре уйрăм чыс тумаллине каларĕ.

Каласа хăвармалла, "Раççей чăваш пики-2019" конкурса хутшăнма хĕрсене тата вĕсене хавхалантаракансене республикăри, регионсенчи администраци пуçлăхĕсем пысăк пулăшу панă, Шупашкара килсе кайма машинăсем те уйăрнă. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров çакăншăн район администрацийĕн пуçлăхĕсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен çеç культурăна аталантарма, çамрăксене пурнăçра тĕрĕс çулпа утма май туса панине палăртаççĕ.

 

ЧНК пресс-служби.