ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ТĔПЧЕВÇИСЕН ЫРĂ ЯЧĔ ТЕ, ĔÇĔ ТЕ ХИСЕПРЕ

 

2019 çулхи нарӑс уйăхĕн 6-мĕшĕнчеЧăваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрӗ. Ăна чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн паллă кунĕсене халалланă: кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче М.Р. Федотов ҫуралнăранпа 100 çул ҫитрӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Н.И. Егоров çуралнăранпа 70 çул пулать.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе Чăваш наци ăслăлăхĕпе ÿнер академийĕ паллă чĕлхеçĕ тĕпчевçĕсене хисеплесе çавра сĕтел йĕркелерĕç. Унта вӗренӳ, ӑслӑлӑх, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе пайташĕсем, чӑваш чӗлхипе литератури учителĕсем, тăван ен историйĕпе культури вĕрентекенсемпе чăваш чĕлхи пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансем хутшӑнчӗҫ.

Çавра сĕтеле Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев ертсе пычĕ. Вăл салам сăмахĕ каланă хыççăн паллă ученăйсемпе паллаштарчĕ:

М.Р. Федотов чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лаурачĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Н.И Егоров чăваш чĕлхин хальхи паллă тĕпчевçи. филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш наци ăслăлăхĕпе ÿнер академийĕн пайташĕ.

Вĕсем иккĕшĕ те чăваш чĕлхин чылай ыйтăвне тарăннăн та пур енлĕн çутатса панă. Чăваш чĕлхи мĕнле пулса кайнине тата истори тапхăрĕсенче епле аталанса пынине тĕплĕ тишкернĕ. Çак ыйтусене ученăйсем хăйсен чылай ĕçĕнче тĕпченĕ.

Михаил Романович Федотовпа Николай Иванович Егоров профессорсен çавра çулĕн уявĕнче Е.Н. Леонтьева (Шупашкар хулин 44-мĕш лицей вĕрентекенĕ) «Федотов М.Р. çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» тата Ю.Е. Анисимова (Шупашкар хулин10-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ) «Халăх шăпине тăван чĕлхере куракан тĕпчевçĕ» темăсемпе тĕп докладсем турĕç. Вĕсем чăваш халăхĕпе тĕрĕк тĕнчинче палăрнă хисеплĕ ĕçтешсен пархатарлă кун-çулĕпе ăслăлăх ĕçĕсенчи çитĕнĕвĕсене тишкерсе тухрĕç, хак пачĕç, тăван чĕлхе сипетне упраса хăварма тăрăшнăшăн тав турĕç.

Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров Николай Егорова чăваш халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, чăваш чĕлхипе наци культурине упрассинче тата аталантарасинче хастар пулнишĕн конгресăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Тĕп калаçура «Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» тавра сăмах пычĕ. Тухса калаçакансем хамăр таврари чăваш топонимĕсене пухса тĕпчесси, вĕсене пичетлесе кăларасси, тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулни, ăна упраса хăварасси тата аталантарасси, ун талккăшне сарасси, шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентĕвне патшалăх шайĕнче тимлеме ыйтасси çинчен калаçрĕç.

Ларӑва хутшӑнакансем ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:

1) Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин ҫумӗнче пайӑр ятсен лабораторийӗ уҫма ыйтас;

2) М.Р. Федотов ячӗпе тӗнче шайӗнче наукӑпа практика конференцийӗ ирттерме палӑртас;

3) Шупашкар хулин пӗр-пӗр урамне М.Р. Федотов профессор ятне парасси пирки сӗнӳ хатӗрлес;

4) Вӑрмар районӗн администрацине Н.И. Егоров профессора районӑн хисеплӗ гражданинӗ ятне пама ыйтас;

5) чӑваш чӗлхипе литературине шкулсенче вӗрентессин ыйтӑвӗсене ятарлӑ ҫавра сӗтелте пӑхса тухма палӑртас.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.