ЧНК çуртĕнче Çеçпĕл Мишшин çĕнетнĕ асăну скульптурине вырнаçтарчĕç

Чăваш наци конгресĕ нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Туслăх Çуртĕнче «Чăваш Ене мухтаса» халăхсем хушшинчи 2-мĕш конкурс-фестивале савăнăçлă лару-тăрура  пĕтĕмлетет.

Ку конкурса Чăвашсен мухтавлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши ҫуралнăранпа 120 ҫул ҫитнине халалланă.  Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе ирттерекен литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» конкурс-фестивалĕ умĕн тепĕр паллă самант пулчĕ. ЧНК çуртĕнчи фойере Çеçпĕл Мишшин асăну скульптурине çĕнетсе вырнаçтарчĕç.  Ку скульптура авторĕ – СССР художникĕсен пайташĕ, Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрвашра çуралса ÿснĕ А.П.Майраслов.

 Палăка юсаса çĕнетме Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ П.С. Пупин скульптор пулăшнă. Çак ĕçе пуçарса ярса ертсе пыраканни вара ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров.

Паллă поэт-трибун асăну палăкне лартмалли пьедестал конструкцине ăсталаса вырнаçтарса лартма  Шупашкарти «Промэнерго» хупă акционерла общество пулăшрĕ. Унăн тĕп директорĕ Анатолий Флегентович Иванов конструкци проектне хăй турĕ, ăсталаса вырнаçтарса лартассине те йĕркелерĕ.  

ЧНК хастарĕсен шухăшне ăнланса ĕçе кĕртме пулăшнăшăн Петр Степанович Пупин скульптора тата  «Промэнерго» хупă акционерла общество тĕп директорне  Анатолий Флегентович Иванова пысăк тав!

ЧНК пресс-служби.