ЧНК делегацийĕ Питĕр хулинче

Нарӑс уйӑхĕн 5-мĕшĕнче, Чӑваш наци конгресĕн хастарĕсем: культура комитечĕн ертӳҫин ҫумĕ Наталья Васильева хореограф тата пресс-служба ертӳҫи Зоя Яковлева Питĕрти чӑваш наципе культура автономийĕ йыхравланипе Нева хĕрринчи хулана ҫитрĕҫ. Вĕсемпе пĕрле И.Я.

Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх унверитечĕн профессорĕ, историк Валерий Григорьев тата Кӳкеҫри " Бичурин тата хальхи самана" музей сотрудникĕ Оксана Ижедерова та.
Кунти чӑваш наципе культура автономийĕн ертӳҫипе Валериан Гавриловпа тата общество Канашĕн пайташĕсемпе пĕрле Ленинград облаҫĕн Туслӑх Ҫурчĕн директорĕпе Владимир Михайленкопа ĕҫлĕ тĕл пулу йĕркелерĕҫ. Шӑп ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресĕпе Ленинград облаҫĕнчи Туслӑх ҫурчĕ пĕрле килĕштерсе ĕҫлесси ҫинчен килĕшӳ туни ҫулталӑк ҫитрĕ.
ЧНК делегацийĕ ҫак ятпа Николай Угаслов президент парса янӑ Тав ҫырӑвне вуласа пачĕ. Николай Федорович ҫулталӑк тӑршшĕпе тунӑ пархатарлӑ ĕҫсемшĕн Ленинград облаҫĕн Туслӑх ҫуртне тав тӑвать, малалла та пĕрле килĕштерсе ĕҫлеме ырлӑх-сывлӑх сунать.
Хӑй енчен Владимир Михайленко та ЧНК президентне тав турĕ, кунти чӑваш наципе культура автономийĕ чи хастаррине палӑртрĕ.
Валериан Анатольевич Гаврилов Чӑваш енрен килнĕ делегацине хӑйсен ĕҫ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кунти чӑваш музейĕн экспоначĕсем ҫинчен каласа пачĕ.
ЧНК культура комитечĕн председателĕн ҫумĕ Наталья Васильева хореограф Питĕр хулинчи ентешсене чӑваш ташшисене вĕрентрĕ.
Сӑмах май, вӑл кунти чӑваш автономин кураторĕ пулнӑ май юлашки вӑхӑтра Питĕре темиҫе те килсе ӑсталӑх
класĕсем ирттерчĕ.
Халĕ те пултарулӑх ушкӑнĕ кĕске вӑхӑтрах тури чӑвашсен Шуртан тӑрӑхĕнчи фольклор ташшине вĕренчĕ.
Ыран вара пирĕн делегаци Питĕр хулинчи Раҫҫей наци библиотекинче ентеше, Никита Бичурин паллӑ ӑсчаха халалланӑ курава уҫнӑ ҫĕре хутшӑнĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертӳҫи.

http://forumnarodov47.ru/?id=2109