Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕ хăйĕн 25 çулне анлă паллă туни çинчен пĕтĕм хаçат-журнал, интернет, телевидени шавларĕ. Чăн та, паллă та сумлă уяв!

Тĕнчипе паллă чăваш хаçатне çавра çулпа Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата унăн çумĕсем те саламларĕç.

Нарăсăн 16-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче «Сувар» хаçат юбилейĕпе конференци иртрĕ. Унта Тутарстан, Чăваш Ен, Чĕмпĕр, Пушкăрт тăрăхĕсенчен килнĕ журналистсем, чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисем, вĕрентекенсем, çыракансем, таврапĕлÿçĕсем хутшăнчĕç. Конференцие пухăннисене Тутарстан халăхĕсен Ассамблейин председателĕн çумĕ Николай Владимиров, кунти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Дмитрий Самаренкин тата ытти сумлă ертÿçĕсем саламларĕç. «Сувар» хаçат тĕп редакторĕ Константин Малышев хаçатпа туслă çыхăну тытакан журналистсемпе ялкорсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Юбилейлă конференцире Тутарстанри чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» литература журналне те пахаларĕç.  

  Малалла уявăн официаллă пайне пуçларĕç. Тутарстанран тата кÿршĕ республикăсенчен килнĕ хăнасем «Сувар» хаçата, редакцинче ĕçлекенсене сумлă юбилейпа саламласа вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сунчĕç.    

Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Федорович Угасловăн саламне унăн çумĕ Владимир Тяпкин илсе çитерчĕ. Вăл хаçата Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ тата лазерлă принтер парнелерĕ. Чăваш Ентен «Сувар» хаçата паллă кунпа «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп директорĕ Татьяна Вашуркина, Чăваш наци телерадиокомпани директорĕн çумĕ Александр Магарин, «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕн директорĕ Александр Вражкин саламларĕç.

 

ЧНК пресс-служби. (Тимĕр Акташ статьипе усă курнă).