Нарӑсӑн 6- мĕшĕнчен пуҫласа пушӑн 10- мĕшĕччен Раҫҫейри наци библиотекипе Санкт- Петербургри чӑваш наци культура автономийĕ Н. Бичурина император библиотекин "Хисеплĕ библиотекарь" ятне пани 190 ҫул ҫитнине халалланӑ "Иакинф атте: ырми- канми монах" курав иртет.
Н.Я.Бичурин (1777-1853) - Раҫҫейри Китай чĕлхине тĕпчекен, Петербург Ӑслӑлӑхĕсен Академийĕн пайташ - корреспонденчĕ. Монгол-тĕрĕк чĕлхиллĕ халӑхӑн, Китай ҫĕршывĕн историне, культурине, философине тĕпчесси - унӑн тĕп ĕҫĕ. Иакинф атте тĕнче шайĕнче палӑрнӑ синолог пулнӑ. Петербург Ӑслӑлӑхĕсен Академийĕн пайташ - корреспондент шутне суйласа илнĕ. Ытти ӑслӑлӑх обществисен членĕ те пулнӑ. Вӑл Раҫҫейĕн ӑслӑлӑх шайĕнчи чи пысӑк паллине, Демидов премине 4 хут тивĕҫнĕ. 
Сире нарӑсӑн 6- мĕшĕнче Раҫҫей наци библиотекине "Иакинф атте: ырми- канми монах" курава йыхравлатпӑр. 
Пирĕн адрес: Санкт-Петербург хули, Мускав проспекчĕ, 165 -мĕш ҫурт, 2-мĕш корпус (1-мĕш хут, холл). Ҫак курава уҫма Чӑваш Республикин наци тата архив ĕҫĕсене пурнӑҫлакан культура министрĕ Константин Геннадьевич Яковлев, ЧНК пайташĕсем, Кӳкеҫри "Бичурин и современность" музей ĕҫченĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн тата Эстониричăваш обществин пайташĕсем пулаҫҫĕ.

17:30 минутра Концертсем иртекен залра "Вӑйӑ карти йӑли" концерчĕ пуҫланать. Ҫавӑн пекех унта Чӑваш Республикинчен килнĕ "Ҫеҫпĕл" эстрада ушкӑнĕ, Санкт-Петербургпа Лениград тӑрӑхĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем пулĕҫ.
Пурне те тӳлевсĕрех кĕртеҫҫĕ.