Калайкассинче чăн чăвашлăх пурăнать!

Çапла калас килчĕ Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Калайкасси шкулĕнчен хăпартланса таврăннă май. 
Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекчĕпе килĕшÿллĕн, нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче эпир, чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, ку шкулта анлă мероприяти йĕркелерĕмĕр. 
Проект авторĕ- ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова. Калайкасси шкулĕ –пысăк шкул. Хуларан инçех мар вырнаçнине пула кунта чăвашлăх сахалрах пулмалла пек, анчах та вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене сума сăвасси калайкассисен анлăн пурнăçланса пырать. Çакна эпир, ЧНК хастарĕсем ку мероприятие ирттерсе тата çирĕп туйса илтĕмĕр. 
«Виръялта чăвашлăх пурăнать» тесе ят панă уяв чăннипех те анлă та пуян иртрĕ. 
ЧНК вице-президентне Анатолий Ухтиярова, культура, «Чăваш хĕрарăмĕ», «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçисене Вера Архиповăна, Юлия Мареевăна тата Эдуард Бахмисова, конгресс хастарĕсене: хореографсене, ал-ĕç ăстисене, юрăçсене, çыравçăсене калайкассисем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Уява мĕн пур ача, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ чăваш тумĕпе, тирпейлĕ килнĕ. 
Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасене шкулпа паллаштарчĕç. Кунта хăтлă та илемлĕ, темиçе музей ĕçлет, пур çĕрте те чăвашла çырнисем курăнаççĕ. Ачасене пĕлÿ пухма пур майсем те туса панă. Шкул директорĕ, Татьяна Аркадьевна Ершова, хăй вырăс пулсан та, чăвашла калаçать. 
Пысăк залта ачасемпе вĕрентекенсем, ашшĕ амăшĕ туллиех пуçтарăннă. 
Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе пухăннисене проект авторĕ Вера Архипова паллаштарчĕ. ЧНК пайташĕсем хушшинче паллă поэт Раиса Сарпи, ал-ĕç ăсти Зинаида Вороновăпа Раиса Васильева культурăпа ÿнер институчĕн доценчĕсем, паллă тĕрĕç Любовь Вазюкова, Наталья Васильева, Алиса Лукина пултаруллă хореографсем, Роза Степанова, Людмила Кинер, Алина Савельева, Людмила Засыпкина тата Николай Кузьмин юрăçсем, тата Нина Андреева пур. 
Культура комитетĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артистки Елена Шурту та. Вăл ачасене Театр Çулталăкĕ çинчен каласа пама пукане театрĕн артисчĕсене илсе килнĕ. 
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров пурне те чăвашлăх уявĕ уçăлнă ятпа саламларĕ. «Сирĕн аллăрта хамăр республикă пуласлăхĕ. Чăвашлăха сыхласа хăварасси, ăна аталантарасси сирĕнтен килет, ачасем. Эсир тумпа таса, мĕншĕн тесен чăвашла тăхăннă, тата чунпа та таса, мĕншĕн тесен чăвашлăха упратăр. Лайăх пĕлÿ илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсĕр»,- терĕ Анатолий Ильич Ухтияров. 
Ачасене хамăр халăхăн, уйрăмах тури чăвашсен йăли-йĕрки çинчен Евгений Ерагин халăх академикĕ, «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов, культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Раиса Сарпи кăсăклă каласа пачĕç. 
Калайкасси шкулĕнче ачасен темиçе фольклор ушкăнĕ. Вĕсем уявра чăваш халăх йăли-йĕркипе çыхăннă пулăмсене тĕлĕнмелле ĕненÿллĕ кăтартса пачĕç. 
Надежда Никольская вĕрентекен ертсе пыракан «Çеçпĕл», Елена Павловăн «Путене», Маргарита Колбасовăн «Мерчен», Наталия Ивановăпа Надежда Кондукторова ертсе пыракан «Хунав», Алина Даниловăн «Сывлăмпи» ачасен ушкăнĕсем Вăйă, Вырма, Сурхури тата ытти йăласене кăтартуллă сăнларĕç. 
Кăнтăрла иртсен вара шкулти кашни кабинетра тенĕ пек ăсталăх класĕсем ĕçлерĕç. Вĕсене ЧНК хастарĕсем: хореографсем, юрăçсем, сăвăçсем, тĕрĕ ăстисем, пукане театрĕн артисчĕсем ирттерчĕç. Кунта чăваш ташши-юррине вĕренесси, пукане ăсталасси, чăваш тĕррин, илем-эрешĕн вăрттăнлăхне алла илесси тата ытти те ачасене илĕртрĕ. 
Чăваш халăх музыка инструменчĕсене ăсталас, вĕсемпе кĕвĕ кăларас ăсталăха Николай Фомиряков вĕрентрĕ. Шкулти пĕр ача та çак мероприятинчен юлмарĕ темелле. Пур ăсталăх урокĕнче те ача-пăча лăк тулли пулчĕ, кăсăкланса вĕренчĕ. 
Калайкассин шкулĕнче «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектпа иртекен уявра чăваш юрри-ташшине культура комитечĕн пайташĕсем: Роза Степанова, Алина Савельева, Людмила Кинер, Людмила Засыпкина, Николай Кузьмин шăрантарса тыткăна илчĕç. 
Çакăн пек хăватлă уяв йĕркеленĕшĕн ЧНК хастарĕсем Калайкасси шкулĕн директорне, унта ĕçлекенсемпе ăс пухакансене чунтан тав турĕç. Калайкассисем вара ЧНК хастарĕсене уява пуянлатнăшăн тав сăмахĕ каларĕç. Пĕрлĕхре -вăй!
Тĕлĕнмелле илемлĕ чăвашлăх уявне шкул спорт залĕнче вăйă картипе вĕçлерĕç. 
Хамăр халăхăн ытарайми çи-пуçне тăхăннă ачасемпе аслисен вăйă картийĕ шыв юххи пек иксĕлми юхрĕ те юхрĕ, кунта чăн чăвашлăх пурăннине пĕлтерсе пурне те хамăр халăхшăн мăнаçлантарчĕ. 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

(автор сăнÿкерчĕкĕсем)