Питĕрти Раççей наци вулавăшĕнче Н.Бичурина халалланă курав уçăлчĕ

Нарӑс уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Питĕр хулинчи Раҫҫей наци библиотекинче Никита Бичурин иеромонах, ӑсчах ĕҫĕ-хĕлне, кун-ҫулне халалланӑ сумлӑ курав савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчĕ. 

Унта Питĕрти общество деятелĕсем, ӑсчахсемпе студентсем, кунти чӑваш наципе культура автономийĕн пайташĕсем, пирĕн ентешĕн ĕҫĕсене пысӑка хурса хаклакансем хутшӑнчĕҫ.
Питĕрти чăваш наципе культура автономийĕ йыхравланипе Чӑваш Енрен ҫак паллӑ мероприятине ЧНК пайташĕсем Наталья Васильевăпа Зоя Яковлева, Кӳкеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музей сотрудникĕ Оксана Ижедерова, ЧПУ профессорĕ, ӑсчах, историк Валерий Григорьев ҫитрĕҫ.
Нарӑсӑн 6- мĕшĕнчен пуҫласа пушӑн 10- мĕшĕччен ĕçлекен курава Никита Бичурина император библиотекин "Хисеплĕ библиотекарь" ятне пани 190 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ăна Питĕрти чăваш наципе культура автономийĕ Раҫҫей наци библиотекин ĕçченĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ. 
Каласа хăвармалла, Валериан Гаврилов председатель йĕркелесе пынипе Питĕрти чăваш наципе культура автономийĕ ку хулара ĕçлесе пурăннă пултаруллă ентешсен ырă ятне упрас тĕлĕшĕпе хастар ĕçлет. Ку мероприятине те вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. 
Экспонатсене Питĕрти Раççей наци библиотекин пуян фондĕнчен тата Чăваш Республикинчи Кÿкеç поселокĕнче вырнаçнă "Бичурин тата хальхи самана" музейĕнче упранакан архив докуменчĕсен копийĕсенчен пуçтарнă. Кунта пирĕн мухтавлă ентеш çинчен каласа паракан халиччен курман кĕнексемпе документсем пур. 
Н.Я.Бичурин (1777-1853) - Раҫҫейри Китай чĕлхине тĕпчекен, Петербург Ӑслӑлӑхĕсен Академийĕн пайташ - корреспонденчĕ. Монгол-тĕрĕк чĕлхиллĕ халӑхӑн, Китай ҫĕршывĕн историне, культурине, философине тĕпчесси - унӑн тĕп ĕҫĕ пулнă. Иакинф атте тĕнче шайĕнче палӑрнӑ синолог, Петербург Ӑслӑлӑхĕсен Академийĕн пайташ - корреспонденчĕ, ытти ӑслӑлӑх обществисен членĕ те пулнӑ. Вӑл Раҫҫейĕн ӑслӑлӑх шайĕнчи чи пысӑк паллине, Демидов премине 4 хут тивĕҫнĕ. 
Паллă курава Раҫҫей наци библиотекин тĕп директорĕ Александр Вершинин уçрĕ. Вăл çак савăнăçлă мероприятине тĕрлĕ хуларан çитнĕ хăнасене саламларĕ, тав турĕ. Никита Бичурин ăсчахăн ĕçĕ-хĕлĕ нумайрах çак библиотекăра упраннине, ку вăл Раççейшĕн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн хаклă тупра пулнине палăртрĕ.
Санкт-Петербург хулинчи нацисен хутшăнăвне тимлекен комитетăн председателĕн çумĕ Вадим Окрушко та пухăннисене курав уçăлнă ятпа саламларĕ, ытти наци çыннисен пĕрлĕхĕсен ячĕпе чăвашсене тав сăмахĕ каларĕ.
Пирĕн ентеш, паллă ăсчах, Питĕрти этнографипе антропологи музейĕн (Кунсткамера) аслă сотрудникĕ Антон Салмин Никита Бичурин иеромонах ĕçĕсем пуян пулнине, хакĕ пысăккине кура вĕсене пĕр çĕре пуçтарса уйрăм изданипе кăларма сĕнчĕ. 
Питĕр хулинчи Хĕвел тухăç ал-çырăвĕсен институчĕн директорĕ Ирина Попова Никита Яковлевич Бичурин Китай çĕршывне тĕпчекен тĕнчери пĕрремĕш ăсчах пулнине, унăн тĕнче шайĕнчи ĕçĕсем ытти çĕршывсенчи ăсчахсене халĕ те пысăк усă панине палăртрĕ. 
Курава савăнăçлă лару-тăрура уçнă вăхăтра тухса калаçакансем хушшинче паллă таврапĕлÿçĕ, Питĕр чăвашĕсен пĕрлĕхĕн Ваттисен Канашĕн ертÿçи Виталий Золотов та пулчĕ. Вăл курава уçнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, хăй те пирĕн паллă ентешĕн ĕçĕ-хĕлне тĕпченине, унпа тĕлĕнме пăрахманнине каларĕ.
Санкт-Петербургри чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Валериан Гаврилов пурне те сумлă курав уçма пулăшнăшăн тав турĕ Виталий Арсентьевич Золотов тĕпчевçĕ вара Никита Бичурина асăнса курава уçас шухăша хускатнăшăн уйрăм тав сăмахне тивĕçрĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн тав сăмахне конгресс культура комитечĕн ертÿçин çумĕ Наталья Васильевапа ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева илсе çитерчĕç. Пирĕн мухтавлă ентеше, тĕнчипех паллă Никита Бичурина кунта манманшăн, ун ятне çуле çĕкленĕшĕн тав турĕç. 
Раççей наци библиотекин тĕп директорне Александр Вершинина пирĕн паллă сăвăç, ЧНК хастарĕ Светлана Асамат парса янă кĕнекесене парнелерĕç. Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Надежда Васильевăпа Зоя Яковлева темиçе хастара ЧНК Хисеп Хучĕпе чысларĕç. 
Чăваш Енрен килнĕ хăнасем: И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, историк Валерий Григорьев, "Бичурин тата хальхи самана" музей сотрудникĕ Оксана Ижедерова паллă ăсчах ĕçĕсен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕç, курав уçма пухăннă хăнасене тав туса сăмах каларĕç. Вĕсем Чăваш Ен тĕпчевçисен паллă ăсчахпа çыхăннă наука кĕнекисене Раççей наци библиотекине парнелерĕç.
Курава уçнă хыççăн хăнасем сумлă вулавăшрах Питĕрти чăваш наципе культура автономийĕпе Туслăх çурчĕ хатĕрленĕ концерт программине курса киленчĕç.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.
(автор сăнÿкерчĕкĕсем)

http://nlr.ru/nlr_visit/RA1694/Vyistavka-Iakinfu-Bichurinu