Пушкăрт чăвашĕсен делегацийĕ Шупашкара çитрĕ

 Паян, нарăсăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ене Пушкăрт Республикинчен пысăк делегаци килсе çитрĕ.

Йышра чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, тавра пĕлÿçĕсем, бизнесра тăрăшса чăвашлăхшăн çунакансем. Вĕсем Шупашкарта виçĕ кун пулĕç. Делегацин тĕп тĕллевĕсем: Пушкăртсанра чăваш чĕлхине вĕрентессин пахалăхне ÿстерессипе ĕçлĕ калаçусемпе тĕрлĕ тĕлпулусем йĕркелесси, чăваш культурине, йăли-йĕркине Пушкăртра аталантарассипе çыхăннă ĕçсем, Чăваш Енпе Пушкăртстан хушшинчи экономикăпа суту-илÿ çыхăнăвне çирĕплетессипе ĕçлес тата Шупашкарти театрсемпе музейсене çитсе курас.

Малтанах Пушкăрт чăвашĕсен делегацийĕ Чăваш наци конгресĕнче çавра сĕтеле хутшăнчĕ. Вĕсене ЧНК вице президенчĕсем Анатолий Ухтияров, Владимир Тяпкин, «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов кĕтсе илчĕç.

Анатолий Ухтияров конгресра çĕнĕ çын пулнăран хăйĕнпе паллаштарчĕ, кĕскен ЧНК ĕç-хĕлне уçăмлатрĕ. Пушкăрт Республикинчен килнĕ делегацин ертÿçи- унти чăваш наципе культура автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ, Стерлитамакри чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин конгресс ертÿçисене хăнасемпе паллаштарчĕ.

Йышра ЧНК пĕрремĕш Аслă Пухăвне хутшăннă чăваш хастарĕ, Пушкăртри чăвашсен «Канаш» общество пĕрлешĕвĕн председателĕ Людмила Ивановна Мурманская та пурри конгресс ертÿçисене тата та хавхалантарчĕ.

Ыран делегаци Суту-илÿпе промышленнăç палатине, Шуршăлти А.Николаев космонавт музей комплексне, Чăваш патшалăх гуманитари институтне çитсе килме планланă. Каçхине вара оперăпа балет театрĕнче «Сарпике» балет курма шутлаççĕ. Хаклă хăнасене ЧНК ертÿçисемпе хастарĕсем ертсе çÿрĕç.

ЧНК пресс-служби.