Ҫӗпӗрте кашни ентеше хаклама тӑрӑшаҫҫӗ

Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсен "Тӑван" Ассоциацийӗ ку тӑрӑхра пурӑнакан кашни чӑваша хаклама тӑрӑшать.
Темиҫе ҫул каялла Тюмень тӑрӑхӗнче пурӑнакан уйрӑм ентешсем пирки каласа паракан журнал-альманах кӑларса тӑма пуҫланӑччӗ.
Ҫак кунсенче вара Тюмень облаҫӗн Думин ҫуртӗнче "Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсем" курав уҫӑлчӗ. Унта каллех пирӗн хастар та пултаруллӑ ентешсем ҫинчен тӗплӗн каласа паракан экспонатсем вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен уҫӑмлатакан япаласем те вырӑн тупнӑ.