Аксури Уяв питӗ ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗҫ ЧНК хастарӗсем

 Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу район центрне пӗтӗм ҫӗршывран хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫал кунти чӑвашсем тӗлӗнмелле анлӑ праҫник - Уяв йӗркелерӗҫ.

Йыхрава йышӑнса  Шупашкартан Чӑваш наци конгресӗн ҫӗр ытла хастарӗ те икӗ пысӑк автобуспа инҫе ҫула кӗскетсе ҫитрӗ.
Кунти паллă  пулӑма хисеплесе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов,  ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем хапӑл туса килчӗҫ. Пурӗ пирӗн республикӑран пин ытла хӑна пулчӗ кунта.
Раҫҫейри ҫирӗм ултӑ регионтан фольклор ушкӑнӗсем, ал-ӗҫ ӑстисем, тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ентешсем пуҫтарӑнчӗҫ уява.
Хаклӑ хӑнасене - Чӑваш Енпе Тутарстан ертӳҫисене Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханова ҫӑкӑр - тӑварпа, юрӑ - ташӑпа, тӗрлӗ куравсемпе кӗтсе илчӗҫ. 
Икӗ туслӑ республика ертӳҫисем Уява килнисене виҫӗ чӗлхепе саламларӗҫ, чи пултаруллисене патшалӑх наградисем пачӗҫ.
Ун хыҫҫӑн Тутарстан çĕрĕ çинче пурăнакан сумлӑ ватӑсем ҫӗре савӑл ҫапса кӗртрӗҫ. Унтан мӗн пур фольклор ушкӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе конгресăн  йышлӑн килнӗ делегацийĕ  Уяв картине тӑчӗҫ.
Тутарстанри Уявра куҫ алчӑраса каймалла тӗрлӗ лапамра юрӑ-ташӑ, халӑх ӑстисем,  'Уяв пики-2019" , "Янра юрă"  конкурссем тата ытти те иртрӗ.
Чӑваш наци конгресӗн делегацийӗ те Зинаида Воронова йӗркеленӗ Чӑваш тумӗн куравне, тӗрлӗ сцена ҫинче юрлас-ташлас, халӑх ӑстисем тӗрлӗ куравсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Уявра интерактивлӑ площадкӑсем питӗ нумай пулчӗҫ. Ача-пӑча Уявӗ те пурне те савӑнтарчӗ. Кунта ЧНК па пĕрле килнĕ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкул ачисем те хутшӑнчӗҫ.
Аксури Уявра утарҫӑ, пулӑҫӑ, арманҫӑ, сунарҫӑ "ҫурчӗсем" курав евӗр ӗҫлерӗҫ. Чӑваш мунчиллӗ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ, кайӑк-кӗшӗклӗ кил-ҫурт хуҫалӑхне те курма пулчӗ Уявра. 
Чӑваш культурипе литературине кӑмӑллакансем "Аксу вулавӗ" ятлӑ интерактивлӑ площадкӑра ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма пултарчӗҫ. 
Унсӑр пуҫне купӑсҫӑсемпе такмак калакансен конкурсӗсем, сӑра вӗретекенсен фестивалӗ, пуканесен ӑмӑртӑвӗ, тата ытти те ҫителӗклех пулчӗ.
Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем Тутарстанри чаплӑ Уявра пулнишӗн чӗререн савӑнса, чун апачӗпе тата та пуянланса Шупашкара ҫул тытрӗҫ.

Зоя Яковлева
ЧНК пресс-службин ертӳҫи.