• Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлас ыйтăва сÿтсе явнă çĕре хутшăнчĕ

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлас ыйтăва сÿтсе явнă çĕре хутшăнчĕ

 

Паян, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Раççей этнографи музейĕн директорĕпе Владимир Грусманпа ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç. 
Тĕл пулăва Питĕр хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Валериан Гаврилов, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, пирĕн ентеш, Раççей этнографи музейĕн пай пуçлăхĕ Любовь Давыдова, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, культура комитечĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

Чăваш автономийĕн 100 çулне анлăн палăртма хамăр республикăра кăна мар, Раççей регионĕсенче те хатĕрленеççĕ. Çав шутра Питĕр хулинчи ентешсем те ку паллă пулăмпа çыхăнтарса вун-вун мероприяти ирттерме шутлаççĕ. 
Раççей этнографи музейĕн ертÿçи Владимир Грусман çак ĕçе хăй ертсе пыракан музей та хастар хутшăнасса палăртрĕ .Кăна тума пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче Чăваш Ен Культура министерствипе туслăн ĕçлесси пирки Килĕшÿ алă пусни те хистет. Чăвашкино студипе пĕрле çĕршыври паллă музейра упранакан чăваш халăхĕн историне уçса паракан пуян экспонатсене усă курса сумлă фильм ÿкереççĕ. Унсăр пуçне Питĕрте çитес çул чăваш культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă чылай мероприяти йĕркелемелле, ку сумлă музейра та тĕрлĕ куравсем, концертсемпе ĕçлĕ калаçусем йĕркелĕç. 
Тĕл пулура çак ĕçсене мĕнлерех туса ирттересси пирки сÿтсе яврĕç. Чăваш Республикин Культура министрĕ Константин Яковлев Питĕртен килнĕ хăнасене кĕскен кунти культурăри , музейсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, малалла та пĕрле туслăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ. 
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Чăваш автономийĕн çавра çулне паллă туса ытти регионсенчи чăваш автономийĕсене кăна мар, ют çĕршыври ентешсен пĕрлĕхĕсене те хутшăнтармалли пирки каларĕ. 
Питĕр хуличи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Валериан Гаврилов Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйне тен ют çĕршывра ирттересси пирки те хăюллă шухăш хускатрĕ. 
Питĕртен килнĕ тепĕр хăнана - этнографи музейĕн реставраци уйрăмĕн ертÿçине Любовь Николаевна Давыдовăна Чăваш Енпе тачă çыхăнтараканни- унăн амăшĕ Патăрьел районĕнчи Первомайскинче çуралса ÿсни. Любовь Николаевна ĕнер ку района кайса тăван амăшĕ çуралса ÿснĕ çурта тупнă, хурăнташĕсемпе калаçнă. Халĕ вăл хăйĕн йăх-несĕлĕн историне те тĕпчет.

ЧНК пресс-служби.