Кĕр! Кĕрлерĕ Çĕрпÿре Акатуй

 

Чăвашсен çурхи тата çуллахи чи авалхи йăласенчен пĕри вăл – Акатуй. Паянхи кун та ăна пирĕн республикăра ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн уявлаççĕ. Кăçал та Çĕрпÿсем Акатуя çур аки вĕçленсен утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тихвин ярмăрккипе пĕрле ирттерчĕç. Вĕсем уяв лапамне лайăх хатĕрленĕ. Çавал хĕрринчи симĕс курăклă вырăна çулса тирпейленĕ, çул сарнă. Сутуçăсем Çавал шывĕ хĕррипе вырнаçнă чатăрсенче тĕрлĕ тутлă çимĕç, кулач, мăйăр, пылак шыв, ĕç хатĕрĕ, тумтир тата ыттисене сутрĕç. Акатуя курма халăх таçтан та чылай пухăннă. Пурте темĕн тĕрлĕ савăнса çÿреççĕ, çимелли, ĕçмелли, тĕрлĕ япала туянаççĕ. Унта-кунта юрă, купăс, шăхлич сасси илтĕнсе тăчĕ.

Эй, Акатуй! Кама кăна эс савăнтармарăн-ши? Театр кунне халалланă уявăн тĕп сцени çумĕнче шыв арманĕ ĕçлесе ларчĕ. Валак тăрăх юхса килекен шыв сикнипе арман урапи майĕпен çаврăнса кăлтăртатрĕ. Çак çĕнĕлĕхе курса килентĕм. Вăй виçмелли сăваплă ăмăртусенче пултăм. Лаптăкра çамрăксем пĕр-пĕринпе кĕрешсе вăй виçсе тупăшрĕç. Ăмăртура малтан ачасем, унтан яш-кĕрĕм кĕрешсе чи вăйли паттăр ятне илнине куртăм. Хĕрсемпе хĕрарăмсем капăрлăхпа тум илемне сцена çинче кăтартса савăнтарчĕç. Хут купăс калакансем чăваш кĕвви-çемми шăрантарса тĕлĕнтерчĕç. Чăвашла тумланнă уяв халăхĕ тем пысăкăш вăйă карти йĕркелерĕ. Вĕсем майĕпен танлă утса вăйă юррине уйрăмах килĕштерсе шăрантарчĕç. Çепĕç юрă ян та ян янăраса Çавал тăрăх кайни чĕрере лайăх кăмăл çĕклерĕ.

Каç кÿлĕм «Çавал» ентешлĕх сехетĕнче Çĕрпÿ районĕнчен тухнă артистсене чысларĕç. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ лартнă «Килех килчĕ Тур çырни» спектакль курса килентĕмĕр.

Çĕрпÿ районĕн кашни ял тăрăхĕ лапамра пÿрт ăш-чиккипе кил хушши йĕркеленĕ. Ял хуçи чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштарса пычĕ. Кашни ял тăрăхĕн хастарĕсем, шÿлкеме-тевет çакнă капăр тумлă хĕрарăмсемпе арçынсем, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕн йăли-йĕркипе мешехисене: Кăшарни, Сурхури, Çимĕк каçĕ, Çинçе, Сĕрен, Уяв, салтак ăсатни, авăн çапни, Ниме, кĕр сăри, Чÿклеме лайăх кăтартрĕç, юрă-ташăпа уява илем кÿртрĕç. Юрлакан-ташлакансен йышĕнче Чăваш наци конгресĕн Çĕрпÿ районĕнчи уйрăмĕн ертÿçипе Алевтина Дмитриевăпа пĕрле пайташĕсем хастар пулчĕç. Вĕсенчен пĕри Патăрьел шкулĕн директорĕ Лидия Данилова пулчĕ. Ăна чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упрас, сарас тата аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн конгресăн Хисеп Грамотипе чысларăмăр.

Акатуйра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Вăл авалхи уява пысăк хак пачĕ, ырă йăла-йĕркен тымарĕ çулсерен çирĕпленсе, вăй илсе пынине палăртрĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи