Çуллахи кану кунĕсем пулнине пăхмасăр ЧНК президиумĕ черетлĕ ларура темиçе ыйту пăхса тухса йышăнусем турĕ.
Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ЧНК çурчĕ çине Чăваш автономи облаçне йĕркелекенĕн, обществăпа патшалăх деятелĕн Д.С.Элменĕн (Семеновăн) асăну хăмине вырнаçтарасси çинчен пĕрремĕш ыйту пăхса тухрĕç. 
Конгресс президенчĕ Николай Угаслов обществăра тĕрлĕ шухăшсем пулнине пăхмасăр историне пăрхăçламалла маррине, чăваш автономи облаçне туса хурассинче Элменĕн тÿпи пысăккине асăнчĕ. Президиум пайташĕсем Чăваш наци конгресĕ вырнаçнă çуртра (Воробъев композиторсен урамĕ, 10 çурт), 1920 çулта Чăваш автономийĕн Революци комитечĕ (Ревком) ĕçленине шута илсе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне çак çурт çине Ревком председателĕн Д.С. Элменĕн сăнĕллĕ асăну хăмине вырнаçтарас ыйтупа тухас тесе йышăнчĕç. Çак йышăнăва Шупашкар хулин пуçлăхĕ патне ( Е.Н.Кадышев) тата Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине пăхăнакан гуманитари ăслăлăхĕсен институтне çитерес (директорĕ П.С. Краснов) тесе палăртрĕç.
Çĕртме, утă уйăхĕсенче ЧНК хастарĕсем Чăваш Енте тата тĕрлĕ регионсенче иртнĕ Акатуй уявĕсене хастар хутшăнчĕç. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнче УЯВ анлăн шавласа иртрĕ. Унта пирĕн республикăран пине яхăн çын кайрĕ. ЧНК хастарĕсем те ку паллă уява хастар хутшăнчĕç. Президиум ларăвĕн иккĕмĕш ыйтăвĕпе çак празнике пĕтĕмлетрĕç.
Тутар Республикинчи Аксу районĕнче иртнĕ Раççей шайĕнчи УЯВА Чăваш наци конгресĕ хутшăннине пĕтĕмлетес ыйтăва пăхса тухса Президиум пайташĕсем УЯВА тивĕçлĕ шайра тата хастар хутшăннине ырласа йышăнчĕç. 2020 çулта та регионсенче иртекен мероприятисене конгресс хастарĕсене нумайрах хутшăнтарма тăрăшас тесе калаçса татăлчĕç.
Тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă май, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров Чăваш Ен Пуçлăхĕн сывлăхĕ пирки обществăра тĕрлĕ сас-хура кăларни çинчен сăмах хускатрĕ. Хăш-пĕр усал шухăшлă, обществăри тăнăçлăха аркатас кăмăллă çынсем ятарласа çапла туни пирки аса илтерчĕ."Кашни çыннăн пурнăçне, сывлăхне çĕршывăн тĕп саккунĕ - Конституци хÿтĕлет. Çакна пăсма никамăн та ирĕк çук",- терĕ юридици наукисен кандидачĕ Анатолий Ухтияров.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Президиум пайташĕсене Михаил Васильевич Игнатьев чăнах та Питĕр хулинчи клиникăра сывлăхне сиплени пирки, ку вăл планланă майпа пулса пынине çирĕплетсе каларĕ.