Ыран Раççей регионĕсенчи чăваш чунлĕ ачасем "Эткере" пуçтарăнĕç

 

Кĕçех Муркаш районĕнчи "Вăрман юмахĕ" ача-пăча кану лагерĕнче чăваш юрри-ташши, калаçăвĕ янраса кайĕ.
Кăçал Раççей регионĕсенче пурăнакан 37 шкул ачи "Эткер" этнокультура программиллĕ лагерте канĕ. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 5-мĕшĕччен Пушкăрт, Тутар, Самар. Чĕмпĕр, Чулхула, Тюмень тата ытти тăрăхсенчи чи маттур ачасем пулĕç унта.
Вĕсен хушшинче ытларах чăваш культурипе, чĕлхипе çыхăннă тĕрлĕ олимпиадăсемпе ăмăртусен çĕнтерÿçисем.
Пурне те вĕсене ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕпе-асламăшĕсен тăван тăрăхĕ кăчăк туртать.
Паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, "Эткер" лагере Тюмень тăрăхĕнчен килсе çитнĕ тăватă хĕрача килсе Чăваш наци конгресĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Вĕсене çулçÿреве Тюмень облаçĕнчи "Тăван" Ассоциацинчи çамрăксен ертÿçи Ксения Маслова илсе тухнă.
Ярков районĕнче пурăнакан Камила Гринвальдпа Варвара Кузьмина, Тюмень хулинчи Мария Мироненко, Аромашево районĕнчи Аня Майровская ЧНК вице-президентне Анатолий Ухтиярова хăйсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем мĕнлерех çитĕнÿсемшĕн çак сумлă кану лагерне лекни пирки каласа пачĕç. 
Паян Çĕпĕртен килнĕ хĕр пĕрчисем кунĕпех Шупашкар курса çÿресе ĕшеннĕ пулсан та, Анатолий Ильич Ухтияровпа Авраам Бурундуков кĕвĕ ăсти чăваш халăхĕн историллĕ кун-çулĕ çинчен каласа панине тимлĕн итлерĕç, кайран асăнмалăх парне-кĕнекесене тивĕçрĕç, сăн ÿкерттерчĕç.
Çамрăк пикесем Чăваш Енре пулса курнине ĕмĕр асра хăварасса, хăйсен йăх-несĕлĕ ăçтан тата мĕнле йăхран тухнине ăша хывасса шанас килет.

ЧНК пресс-служби.

.
Тăвăмсем
.
Тăвăмсем
.
Тăвăмсем
.
Тăвăмсем