«Атьăр, вăййа тухар-и!» фестиваль

 

Чăваш халӑх историӗнче, унӑн кашни тапхӑрӗнче ҫав вӑхӑт юррисем пулнӑ. Вӗсем савӑнтарнӑ, йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнӑ, хавхалантарнӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре каякансен хӑйсен юррисем пулнӑ. Ӗҫ савӑнӑҫ кӳтӗр тесе халӑх тӗрлӗ юрӑ кӗвеленӗ. Авӑн ҫапакансен, пир ҫапакансен, ака-сухаҫӑсен, ҫӑм тапакансем, катка-пичке тӑвакансем, тимӗрҫӗсен, утӑ ҫулакансен ятарлӑ юрӑсем пулнӑ. Кашни уяв валли тата хӑй евӗрли. Пуян кун та пархатарлӑ чӑваш фольклорӗн жанрӗсем пурте пекех тӗл пулаҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫ улшӑннӑ май аталанса пырать. Ҫав шутра уйрӑмах туй, ӗҫкӗ, вӑйӑ, юррисене палӑртмалла. Ку жанрсем халӗ те халӑх йӑлисемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен малашне те упранса пурӑнма май пур. 
Чӑваш музыка фольклорӗн чи илемлӗ жанрӗсенчен пӗри – вӑйӑ юррисен жанрӗ. Хитре йӑлапа ҫыхӑннӑ юрӑсем халӗ, шель пулин те, пирӗн пурнӑҫран тухсах пыраҫҫӗ. Апла пулин Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ авалхи йӑла-йӗркесене, чӗртсе тӑратса малаллла аталантарас тесе нумай ӗҫ туса ирттерет. Акӑ, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшенче, Республика кунне уявланă кун, чӑвашсен авалхи вӑйӑ юррисене халалланӑ «Атьăр, вăййа тухар-и!» фестивале йĕркелесе ирттерчĕ. Вăл «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Проект авторĕ – ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова, фестивалĕн авторĕ - ЧНК культура комитечĕн пайташĕ, Шупашкар районĕнчи «Телей» ансамбль ертÿçи Наталья Арсентьева.
Мероприятийӗн тӗп тӗллевӗ - чӑваш халӑхӗн авалхи вӑййисемпе паллаштарасси, вӗсен тӗслӗхӗсене аса илесси, вӑйӑ сӑввисемпе юррисен илемне, асамлӑхне тата пӗлтерӗшне туйса илесси, халăх йăлисене упраса хăварасси тата аталантарасси. Çак фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн Тăван Енĕмĕрĕн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн.
Фестивале ЧНК культура комитечӗн пайташӗ, Чӑваш наци радиовӗн музыка редакторӗ Ирина Лампасова тата Никита Родионов ертсе пычĕç.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем республикӑри тӗрлӗ район-хуларан, регионсенче пысӑк ушкӑнсемпе килсе ҫитрӗҫ - Пушкăр Республикинчи Федоровски районĕнчи Новосельски культура керменĕнчи «Тус-тăван» ушкăн; Севастополь хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ çумĕнчи «Туслăх» чăваш юррин ансамблĕ; Питĕр хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ çумĕнчи ачасен «Юрату» фольклор ансамблĕ; Шупашкар районĕнчи «Телей», «Кĕрнече» ансамбльсем;; Красноармейски районĕнчи «Трак Ен» ушкăн. 
Чăвашсен авалхи юрӑсем ҫырулӑх пулман пирки хут ҫине юлман. Ҫапах та ламран лама куҫса пынӑран паянхи кунченех пурӑнаҫҫӗ. Чăваш халăх юрăçисем, тăван еткере пухса упракансем Ираида Вдовинапа Гаврил Федоров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăсчахĕсем авалхи юрăсене сыхласа хăварас тесе тĕрлĕ çулсенчи халăх юррисене пухнă, тĕпченĕ, кĕнекесем кăларнă. «Чăваш халăх сăмахлăхĕнчи» «Юрăсем» кăларăм; «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмĕн «Ĕçпе йăла юррисем» (авторĕсем - ăслăлăх ĕçтешĕсем Геннадий Юмартпа Татьяна Семенова); Юрий Илюхин музыковед пухса хатӗрленӗ Гаврил Федоровăн «Чӑваш халӑх юррисем»; «Ираида Вдовина юрлакан чӑваш халӑх юррисем» (юрӑсен тексчӗсене хатӗрлекенӗ, кӗввисене нотӑсемпе ҫыраканӗ Александр Осипов музыковед) изданисене асăнса хăвармалла. Кунта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранакан тĕрлĕ çăлкуçран нумай материал илсе кĕртнĕ, вĕсенчен чылайăшне малтанхи хут пичетленĕ. 
Фестивальте пухăннисем паллă фольклористсен кĕнекисенчи юрăсене йышпа пĕрле шăрантарчĕç. Тулай чăвашĕсем те мероприятие хутшӑнни татах та хастарлӑнрах ӗçлеме хавхалантарать.
Пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑракан авалхи чӑваш вӑйӑ юррисем тӑван чӗлхемӗр, юрри-ташши, йăли-йĕрки илемне, унӑн пуянлӑхне тепӗр хут кӑтартса ӑна упрама, хисеплеме кирлине тата та аса илтерчӗҫ. Чăнах та, унта чăваш халăхĕн пĕтĕм кун-çулĕ, йăли-йĕркийĕ, ăс-хакăлĕ, шухăш-кăмăлĕ курăнать. 
Анчах çуралнă «Айтӑр вӑйа тухар-и!» фестивалĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Мероприяти чăваш халăхĕн йăли-йĕрки пуянлăхне уçса пачĕ, чӑвашлӑха малаллла та аталантарас, ҫӗклентерес туйӑмсем ҫуратрĕ, чӑвашсем хитре халӑх, йӑли йӗркипе, чӗлхипе пуян пулнине тепĕр хут ӗнентерчĕ. 
Фестиваль пурин кӑмӑлне кайрӗ, Республика Кунне чăвашлăхпа самай пуянлатрĕ. Уява йӗркелекенсене пухӑннисем чӗререн тав турӗҫ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
Вера Архипова, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи.