«ЯНРАТАР-ХА УÇĂ САСЛĂН ЧĂВАШ ХАЛĂХ СĂВВИНЕ» конкурс ăнăçлă иртрĕ

 Чăваш наци конгресĕпе пĕрле Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ Театр çулталăкне тата Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çулхи çавра çулне халалланă чăвашла вулакансен тата юрлакансен конкурсне ирттерчĕ.

Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: 1) Чăваш çамрăк сăвăçсен чăвашла çырнă хайлавĕсем; 2) Чăваш поэчĕсен сăввисемпе çырнă чăвашла юрăсем; 3) Чăваш писателĕсен чăвашла хайлавĕсем. Çак конкурс Çеçпĕл Мишшин халалĕсем пурнăçланса пынине кăтартса пачĕ.

Конкурса хутшăнакансене сумлă экспертсем хак пачĕç: Экспертсен пуçлăхĕ – Светлана Васильевна Асамат: сăвăç, композитор, юрăç. Экспертсем – Раиса Васильевна Сарпи сăвăç, Юлия Петровна Мареева - Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи. Конкурсăн 1 пайĕнче кĕçĕн класри ачасем тупăшрĕç. Икĕ çамрăк сăвăç пулчĕç конкурсра: вĕсем хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç кăна та мар, чуна тивертмелле вуласа пама пултарчĕç. Айя Кураковапа (Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта 1 б класра вĕренет. Ертÿçи – Ольга Павловна Ленкова) «Çемье телейĕ мĕнре-ши?» сăввине вуласа пачĕ. Çав тери маттур каласа кăтартса 1 вырăна тивĕçрĕ. Анжелика Александрова - Çĕрпÿ районĕнчи Кукшакасси ялĕнчи А.Г. Николаев космонавт ячĕллĕ шкулта 3 класра вĕренекенскер (ертÿçи – Инна Юрьевна Афанасьева). Эдуард Табаевăн сăмахĕсемпе çырнă (кĕвви те Эдуард Табаевăнах) «Пукане» юрă юрласа пачĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра 1 в класра вĕренекен Денис Орлов (ертÿçи – Алевтина Александровна Такина) Петĕр Ялкирӑн «Тăван çĕр-шыв» сăввине каласа кăтартрĕ. 2 вырăна тухрĕ. Антон Никитин (Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекен, 4а класа куçнăскер, ертÿçи – Любовь Макаровна Григорьева) Çеçпĕл Мишшин «Чăваш ачине» сăввине чунĕ витĕр шăратса кăларчĕ: 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Анжелика Александрова юрă юрласа кăна мар, сăвă вуласа та пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ – Валентина Францеван «Тунката» сăввине вуласа пĕчĕк спектакль кăтартса пачĕ. Андрей Хорьковпа (Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренекенскер) унăн кукамăшĕ Елена Шурту Геннадий Волковăн «Эп сана анне тесе калатăп» сăввине пĕрле рольсем çине уйăрса каласа кăтартрĕç. Вĕсене 3-мĕш вырăн тиврĕ. Полина Панина Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта 1б класра вĕренет (ертÿçи – Ольга Павловна Ленкова). Борис Чиндыковăн сăввипе Николай Казаков çырнă «Пуйăс» юрă юрласа-выляса кăтартса пачĕ, сăмахĕсене кăшт çеç маннине пула иккĕмĕш вырăнлă пулчĕ. Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулти «Илем» ансамбль килсе çитрĕ конкурса. 4а класа куçнăскерсем - Аксения Александрова, Лиана Бельская, Ангелина Головченко, Дарья Игнатьева, Софья Степанова, Софья Терентьева пулчĕç (ертÿçи – Любовь Макаровна Григорьева).

Чунтанах тав тăватпăр ачасен ашшĕ-амăшĕсене, вĕсем хăйсен çăмăл машинисемпе илсе килнĕ ачисене. 3-мĕш класс ачисен «Илем» ансамблĕ Геннадий Дубровăн сăмахĕсемпе Алина Михайлова çырнă «Чăваш чĕлхи» юрра шăрантарчĕç. Виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Конкурсăн 2 пайĕнче вăтам тата аслă классенчи шкул ачисем тупăшрĕç. Тепĕр çамрăк сăвăç - Анастасия Николаева «Ан пултăрччĕ вăрçă нихăçан» сăввипе куракансен куççульне кăларттарчĕ. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Кукшакассинчи А.Г. Николаев космонавт ячĕллĕ шкулта 8 класра вĕренет. Ертÿçи – Тамара Вячеславовна Григорьева. 1-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ. «Чăваш писателĕсен чăвашла хайлавĕсем» номинацире Çĕрпÿри Михайловка ялĕнчи А.А. Александров ячĕллĕ шкулта 9 класра вĕренекенсем тупăшрĕç (вĕсен ертÿçи – Ирина Николаевна Федорова). Диана Николаева - Митта Ваçлейĕн «Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара» сăввине чуна витермелле каласа кăтартрĕ, 1 вырăна тухрĕ. Анжела Портнова вара Петĕр Хусанкайăн «Сăмах хăвачĕ» сăввине шăрантарса 2 вырăна тухрĕ. Çак номинацирех Кира Федорова, Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ 6-мĕш шкулта 8 класра вĕренекенскер (ертÿçи – Эмма Николаевна Поручикова), Юрий Сементерĕн «Амăшĕн чунĕ» сăввине питĕ çепĕççĕн вуласа панине палăртрĕ Светлана Асамат, хак парса. Диана Ефимова Çĕрпÿри Михайловка ялĕнчи А.А. Александров ячĕллĕ шкулта 6 класра вĕренет (ертÿçи – Ирина Николаевна Федорова). Вăл Владимир Андреевăн сăввипе Николай Пыркин çырнă «Çулталăк вăхăчĕсем» юрă юрласа 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Анастасия Ремизова, Хĕрлĕ Чутайри Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче 5 класра вĕренекенскер (ертÿçи – Светлана Васильевна Мурайкина), «Ачаран» юррине нотисене тĕрĕс тытса пырса, питĕ илемлĕн те чунĕ витĕр шăрантарса экспертсен чунне тыткăнларĕ, çавăнпа 1 вырăна тухрĕ.

Аслă классенче иккĕн тупăшрĕç. Иккĕшĕ те çав тери маттур пулчĕç. Экспертсем нумайччен сÿтсе явнă хыççăн иккĕшне те 1 вырăн парас терĕç. Пултаруллăскерсем - çаксем пулчĕç: Екатерина Егорова - Çĕрпÿри М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкулта 10 А класра вĕренекенскер (ертÿçи – Елена Николаевна Иванова) - Ева Лисинан «Хĕле кĕрес умĕн» калавне кашни сăмахне витĕмлĕн каласа сăнарласа кăтартса пама пултарчĕ. Хĕрлĕ Чутайри Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче 10 класра вĕренекен Анастасия Устинова пек хальччен Çеçпĕл Мишшин «Чăваш арăмне» сăввине çавăн пек хăватлă каласа пани ачасем хушшинче пулманччĕ-ха! (Унăн вĕрентекенĕ – Светлана Васильевна Мурайкина).

Маттур та пултаруллă ачасем килнĕ конкурса – çакă пурне те савăнтарчĕ. Çамрăк ăру хастар ÿсет. Чунтанах тав тăватпăр ашшĕ-амашĕ семпе вĕрентекенĕсене! Вĕсен тÿпи ачасен пултарулăхĕнче вышкайсăр пысăк! Парнесемшĕн уйрăм тав сăмахĕ калатпăр Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне, ЧНК президиумĕн пайташне Юрий Александрович Зорин тухтăра!

Антонина Андреева, Шупашкарти Çеçпĕл музейĕн ертÿçи, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пайташĕ. (Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем)