Акатуй, Акатуй, чӑн та чаплӑ, туй!

 

Чӑвашсен чи сӑваплӑ та анлӑ уявне, Акатуя кӑҫал Шупашкарта нихҫанхинчен илемлӗ, асра юлмалла уявларӗҫ.
Вуншар, вуншар тӗрлӗ регионтан, ют ҫӗршывсенчен килнӗ хӑнасем ҫакна уявра пулса курнӑ хыҫҫӑн палӑртрӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн президентне Николай Угаслова ҫак хамӑр наци праҫникне уҫтарса чыс турӗҫ. 
Николай Федорович мӗн пур чӑваш халӑхне ырлӑх-сывлӑх, телей сунчӗ.
Уява килнисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ.

Кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне вун сакӑр регионтан пурӗ 25 пултарулӑх ушкӑнӗ, унсӑр пуҫне 20 регионти 33 чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Пушкӑрт, Тутар, Удмурт, Коми тата ытти республикӑсенчен, Тюмень, Иркутск, Екатеринбург, Чулхула, Мускав, Питӗр тата ытти хуласенчен, Беларуҫ ҫӗршывсенчен хамӑр ентешсем кӑмӑлтан килнӗ. Шупашкарти Акатуй чӑн та ҫӳллӗ шайра иртекен уяв пулнине пӗлсе ҫитнӗ пирӗн хӑнасем.
Чаплӑ Пролог, "Пихампар чунӗ манра" спектакль сыпӑкӗ чӑвашсем Авалхи мӑнаҫлӑ халӑх пулнине сӑнласа пачӗ.
Акатуй юрри- ташшипе Чӑваш патшалӑх академиллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗ савӑнтарчӗ.
Аксакалсем: Анатолий Кипеч, Евгений Ерагин тата Николай Егоров пил пани те питех те вырӑнлӑ пулчӗ Акатуйра.
Каччӑпа хӗр чуччупа ярӑнни, сӑваплӑ вырӑна хӑю ҫыхни тата ытти чӑваш йӑлисем уяв программине пуянлатрӗҫ.
Тата тепӗр ҫӗнӗлӗх- уява килнисене чи пысӑк хуплупа ( 300 кг.) Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ, культура министрӗ, ЧНК президенчӗ, Чӑваш Ен Халӑхӗсен ассамблейин председателӗ сӑйлани пулчӗ.
Малалла пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.
Спорт вӑййисем, куравсемпе чӑваш картишӗсем тата ытти те ҫителӗклех пулчӗҫ уявра.