Чӑваш парламенчӗн сотрудникӗсене ЧНК саламларӗ

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне туса хунӑранпа шӑп 25 ҫул ҫитрӗ. 
Ҫак ятпа Чӑваш Ен парламенчӗ тӗрлӗ уяв мероприятийӗсем ирттерчӗ. 
Паллӑ пулӑмпа саламласа тата саккун кӑларакансен ӗҫне пысӑка хурса хакласа конгресс чи маттуррисене, чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшакансене, Хисеп грамотисемпе чысларӗ. 
Ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑма Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗ эрнере пӗрре ирттерекен пухура йӗркелерӗҫ. 
Ӑна Аппарат пуҫлӑхӗ Ирина Семенова ертсе пычӗ. 
ЧНК вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров, хӑй те Патшалӑх Канашӗнче чылай ҫул вӑй хунӑскер, кунта тӑрӑшакан 4 сотрудника ӑшшӑн тав туса конгресс наградине пачӗ. 
Чыса тивӗҫнисен хушшинче Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче документсемпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ - Аппарат ертӳҫин ҫумӗ Вячеслав Трофимов, куҫару уйрӑмӗн ертӳҫи Владимир Вадимов, Аппарат консультанчӗсем Алина Малова тата Надежда Емельянова пулчӗҫ. 
Анатолий Ильич вӗсене малашне те чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ


ЧНК .пресс-служби.