ЧНК президенчĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Акатуя хутшăнчĕ

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, вырсарни кун, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн тăван Çĕпрел çĕрĕ çинчи Акатуя хутшăнчĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче вăл яланах кĕтнĕ хăна. Район ертÿçисемпе хастарĕсем хăйсен паллă ентешне хальхинче те ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Акатуя вĕсем авалхи чăваш йăли-йĕркине пăхăнса, чыслă та сумлă пуçларĕç: çутçанталăка, йăх-несĕлсене пуç тайни, савăл çапни, ака-суха юрри тата ытти те кăмăла хускатрĕ, хамăр çакнашкал пуян йăла-йĕркеллĕ халăх пулнишĕн мăнаçлантарчĕ. Упи ялĕнче иртнĕ Акатуя Çĕпрел район пуçлăхĕ Марат Гафаров уçрĕ, ентешĕсене туслă, пуçаруллă та хастар пулнишĕн тав турĕ, парнесемпе чысларĕ. Николай Федорович Угаслов хăйĕн сăмахĕнче Акатуй еплерех савăнăçлă та кирлĕ уяв пулнине палăртрĕ, çĕпрелсене яланах ырă, сывă, пултаруллă пулма сунчĕ. Вăл чи чи хастаррисене конгресс Хисеп грамотипе чысларĕ. Тутарстанри чăвашсен "Сувар" хаçачĕн тĕп редакторĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Трифонова журналист хăй çуралса ÿснĕ район çыннисене чăвашлăха, тăван чĕлхене упрама, ачасене чăваш пулма вĕрентме чĕнсе каларĕ тата хаçат тусĕсем пулма сунчĕ. Кăçалхи Акатуйра Упи ялĕнче паллă саман та пулчĕ - палăк уçăлчĕ. Николай Кондрашкин кÿлепеçĕ ăсталанă Упи-Паттăр бюстне савăнăçлă лару-тăрура хăю кассах уçрĕç. Юрă -ташă та иксĕлми пулчĕ уявра: Çĕпрел маттурĕн Анатолий Музыкантовăн "Сувар", "Суварята" ташă ушкăнĕсем, "Хĕлхем", "Çĕпрел", "Илем" ансамбльсем тата Чăваш Енрен килнĕ эстрада юрăçисем килнисене савăнăçпа хаваслă кăмăл парнелерĕç. Тĕрлĕ куравсем, вăйăсемпе шÿтсем Акатуя пуянлатрĕç.
 
Зоя Яковлева. (автор сăнÿкерчĕкĕсемпе видеоинтервьюсем)