ЧНК хӑни - Совет Союзӗн Геройӗн ывӑлӗ

 Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн хӑнисем Мускавра пурӑнакан Анатолий Павлов полковник, Альбина Степанова журналист тата Роза Павлова пулчӗҫ. Вӗсем Пушкӑрт республикинчи К.Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫран. Анатолий Павлов Совет Союзӗн Геройӗн Николай Спиридонович Павловӑн ывӑлӗ. Роза Павлов вара тепӗр ывӑлӗн мӑшӑрӗ. ЧНК ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи, Анатолий Ухтияров вице-президент хисеплӗ хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ. Инҫетрен килнӗ хӑнасен тӗп тӗллевӗ - мухтавлӑ паттӑрӑн, Николай Спиридонович Павлов ырӑ ятне упрамалӑх Слакпуҫӗнче унӑн музейне тӑвасси, асамлӑ Слакпуҫ историне поэзи ҫӑлтӑрӗсепе пӗрле Совет Союзӗн Геройӗн Николай Спиридонович Павловӑн ятне те ӗмӗрлӗхех ҫырса хӑварасси. "Шел пулин те, ултӑ ачаран пӗри те тӑван ялта юлман. Манӑн ӗмӗт - атте-анне килӗ вырӑнне ҫӗнӗрен чӗртесси" -, терӗ паттӑр ывӑлӗ. Ырӑ ӗмӗте пурнӑҫласси хӑйӗнчен кӑна килменнине, тӗрлӗ организацисем пулӑшасса, ҫав шутран ЧНК та пуласса шанать полковник.

ЧНК пресс-служби.