Крым чăвашĕсем Шупашкарта хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш наци музейĕнче Севастополь хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ çумĕнчи "Туслăх" юрăпа ташă ушкăнĕ Шупашкарсемпе тĕл пулчĕ

Малтанах коллектив хăйĕнпе паллаштарчĕ.
Любовь Тавлуй ертсе пыракан чăваш обществи Севастополь хулинче 2004-мĕш çулта йĕркеленнĕ. Часах унта "Туслăх" юрăпа ташă ушкăннĕ те туса хунă. 
Коллектив Крымра кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе чăваш культурипе паллаштарать. 
Кăçал акă, Севастополь хулин администрацийĕ пулăшнипе Чăваш Ене Республика Кунне тата Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне çитнĕ.
"Туслăх" юрри-ташшине курма килнисем репертуар пуяннине, унта республикăмăрта манăçнă юрăсем те пуррине палăртрĕç.
ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров Хура тинĕс хĕрринче тĕпленнĕ ентешсене пултаруллăхшăн тав туса Хисеп хучĕсем пачĕ, ялан çапла Чăваш Ене килсе çÿреме ыйтрĕ.
Чăваш Енĕн Крымпа Севастопольти сути-илÿпе экономика элчи-представителĕ Андрей Яковлев ЧНК на Крым ялавне парнелерĕ, ялан çапла туслă килĕшÿре ĕçлес кăмăллине каларĕ.
Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова та Севастопольтен килнĕ хăнасене тав туса парне - чăваш тум-йумĕ çинчен музей кăларнă паха кĕнекене пачĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.