Матьшу ялĕ сумлǎ юбилей кĕрлеттерчĕ


Самана таппи ял уявĕсем ирттерес ĕç-пуçа та самаях çĕнĕ юхǎм кĕртрĕ . Çакна эпĕ Канаш районĕнчи Матьшу ялĕ 300 çул тултарнǎ ятпа йĕркелесе ирттернĕ уява хутшǎннǎ май уççǎнах туйрǎм.
 Яла хǎтлǎх кӳни, ĕçчен халǎхǎн савǎк кǎмǎлĕ, вǎрçǎра пуç хунǎ ентешсен ячĕпе лартнǎ çĕнĕ палǎк умне кашни фронтовик ятне çырнǎ асǎне вырǎне те вĕсене асрах тытнине çирĕплетрĕ. Чǎваш наци конгресĕ çумĕнчи «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн хастарĕ Инесса Геннадьевна Алексеева шǎпах çак ялта çуралса ӳснĕ. Ачалǎхǎн манǎçми саманчĕсем, тǎван кĕтес кирек кама та яланах илĕртет. Кирек ǎçта пулсан та яланах асра. Эпир комитет пайташĕн йыхравне хаваспах йышǎнтǎмǎр, çĕртме уйǎхĕн 29-мĕшĕнче чаплǎ уява хутшǎнтǎмǎр. Чǎваш наци конгресĕн хастарĕсем юлашки вǎхǎтра халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркине упрассипе çыхǎннǎ мероприятисене хутшǎнаççĕ, ял-хуласене час-часах тухса çӳресе лару-тǎрǎва вырǎнта тишкереççĕ. Ку хутĕнче те эпир Матьшу ялĕн сумлǎ юбилейĕнче халǎхпа савǎнтǎмǎр. Вырǎнти йǎла-йĕркепе паллашрǎмǎр, ялǎн хисеплĕ те сумлǎ çыннисемпе курнǎçрǎмǎр. Ку тǎрǎхри пуян чунлǎ, ĕçчен те маттур çынсем авалхи ырǎ йǎласене упраççĕ, тǎван ял историне тĕпчеççĕ, çитĕнекен ǎрǎва та тǎван ене юратма хǎнǎхтараççĕ. Çакна пуян уяв программи те çирĕплетрĕ, ачсемпе аслǎ ǎру çыннисем сцена çинче хǎйсен пултаруллǎхне кǎтартса пачĕç. Авалхи вǎйǎ-кулǎ, паянхи сǎвǎ-юрǎ, çĕкленӳллĕ ташǎ-кĕвĕ пурин кǎмǎлне те тыткǎнларĕ. 
Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн хастарĕсем, ун ертӳçи пулнǎ май эпĕ, Раиса Сарпи сǎвǎç, Кӳкеçри И. Бичурин музейĕн директорĕ Ирина Удалова, пукане театрĕн пултаруллǎ артисчĕ-паллǎ юрǎç Елена Шурту ЧНКан Президенчĕ ячĕпе ǎшшǎн саламларǎмǎр. Комитетǎн хастарне Инесса Алексеевǎна дипломпа чысларǎмǎр. Р. Сарпи ун ячĕпе çырнǎ çĕнĕ сǎввипе савǎнтарчĕ, ачасене кĕнекесем парнелерĕ. Ирина Витальевна Бичурин музейĕ çинчен çырнǎ кĕнекесем пачĕ. Елена Шурту Пушкǎрт тǎрǎхĕнчи чǎвашсен юррисемпе савǎнтарчĕ. 
Палǎртма кǎмǎллǎ, чǎвашсен авалхи йǎлипе ял уявне «Алран кайми аки-сухи» юрǎпа пуçларĕç. Елена Шурту юрланǎ май, уява хутшǎнакансем пурте пĕрле вǎйǎ карти йĕркелерĕç. Пурте уяв ытамне путрĕç. 
Канаш районĕнчи сумлǎ хǎнасемпе пĕрле ытти районсем те уяв кĕрекине илем кÿчĕç. 
Ял уявĕсем халǎха пĕрлештернине, çитĕнекен ǎрǎва аваллǎхпа паллашма çул уçса панине ырламалла кǎна. Акǎ, уява аякран килнĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хисеплĕ ветеран, юрǎç-сǎвǎç Зинаида Чернова авалхи Чутай тǎрǎхĕнчи чǎваш хĕрарǎмĕн тумĕпе эрешĕсенчен йĕркеленĕ куравпа паллаштарчĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Шоколь» халǎх фольклор ушкǎнĕн уйрǎм юрǎçисем Наталипе Виталий Чишкинсем илемлĕ юрǎсемпе савǎнтарчĕç. 
Эпир чĕннипе, Çĕмĕрле районĕнчи Саланчǎкри халǎх хорĕн юрǎçисем те Валентина Аршинова ертсе пынипе халǎха илемлĕ халǎх юррисем парнелерĕç. 
Туслǎхра вǎй тенĕ. Пĕр-пĕринпе хутшǎнасси авалтан тухнǎ йǎла. Малашне те çапла пултǎр. 
Тĕлĕнмелле илемлĕ вырǎнта вырнаçнǎ Матьшу ялĕн сǎн-сǎпачĕ асрах упранĕ-ха. Шанас килет, ялтан аякка тухса кайнǎ ывǎл-хĕрĕн тǎван яла çулĕ такǎрланĕ-ха. Хальлĕха ытти вун-вун ял шǎпи кунта та пырса лекнĕ. Кǎçалхи çур çулта Матьшура пĕр ача та çуралман. 

Юлия Мареева, ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет председателĕ.

(Сăнÿкерчĕксем Валерий Сатлайкинăн).