Мускаври Акатуй!

 
Ҫӗршывӑн тӗп хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӑвашсем Акатуй кӗрлеттерчӗҫ.
Ҫутҫанталӑк хӑйӗн ырӑ хӗвелне шеллерӗ пулин те пирӗн халӑх аптрамарӗ, уява уявлах ирттерчӗ. Мускавпа облаҫсӗр пуҫне
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Чӑваш Енрен, Пушкӑртран, Тутарстанран, Чӗмпӗр, Иркутск, Питӗр тата ытти тӑрӑхран (пурӗ ҫирӗм) чӑвашсем пуҫтарӑнса килнӗ.
Чи паллӑ уявпа чӑваш халӑхне саламлама Мускав хулин культура Департаменчӗ, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен Полномочиллӗ представителӗ Петр Чекмарев, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ, Федераллӑ чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тата ытти сумлӑ ентешсем ҫитрӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӑван халӑх ывӑл-хӗрне ҫурхи уявпа саламласа ырлӑх-сывлӑх, телей сунчӗ.