Регионсенчи чăваш обществисен ертÿçĕсем Чăваш Ен министрĕсемпе тĕл пулчĕç

Республика хăнисем - чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисем министрсемпе тĕл пулчĕç

Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикин культура министерстви йӗркеленипе Республика Кунне килсе ҫитнӗ Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш наци культура автономийӗсен ертӳҫисем республика ертӳлӗхӗнчи министрсемпе ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. 
Калаçса сÿтсе явмалли ыйтусем нумай. Ытларах культура тата цифра аталанăвĕпе массăлла информаци политикин министрĕсене тивекен ыйтусем.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов министрсене тата регионсенчи ертÿçĕсене тĕл пулăва килнишĕн тав турĕ, уçă калаçу ирттерме чĕнсе каларĕ.
Константин Яковлевпа Михаил Анисимов министрсем аякран килнĕ йăхташсемпе тĕл пулма хавас пулнине пĕлтерчĕç, вĕсен пухăннă ыйтăвĕсене пĕрле татса пама хатĕррине каларĕç. 
Константин Геннадиевич регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсемпе уççăн ĕçлеме, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Вăл автономи ертÿçисен ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ.
Цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимова та ыйтусем нумай пачĕç. Михаил Владимирович малтанах чăвашла тухса тăракан хаçатсен тиражĕ чакни пирки сăмах хускатрĕ, регионсенчи автономисен ертÿçисене хаçатсене çырăнма чĕнсе каларĕ. Вăл чăвашла калаçакан телерадиокомпанисен ĕçĕ-хĕлĕ пирки те чарăнса тăчĕ.
Регионсенчи чăваш общество организацийĕсен ертÿçисем Михаил Анисимова наци телевиденисенче чăвашла кăларăмĕсем сахаллипе пăшăрханни пирки каларĕç. Шел, министр ку ыйтăва хуравламасăр хăварчĕ, анчах та шута илчĕ пулĕ.
Тĕл пулура ЧНК президенчĕ Николай Угаслов конгресс регионсенче хăйĕн представителĕсене-элчисене çирĕплетес ĕçе пуçăннине каларĕ. Питĕр, Пушкăртстан, Пенза, Тюмень, Самара тăрăхĕнчи представительсене ĕнентерекен хутсем пачĕ.
Николай Федорович пурне те Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.