Урам вǎййисем чи пĕчĕккисене пĕрлештерчĕç

 Ачасене мĕн пĕчĕкрен тǎван ене юратма, атте-анне чĕлхине хисеплеме тата унпа калаçма хǎнǎхтарас, халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕркисемпе паллаштарас тĕллевпе Чǎваш наци конгресĕн хастарĕсем пуçаруллǎ ĕçлеççĕ. Ку енĕпе «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсемпе ЧНК Хĕрлĕ Чутайри уйрǎмĕ çаврǎнǎçуллǎ тимлет. Сǎмахран, кǎçалхипе 4-мĕш çул Хĕрлĕ Чутай салинче шкул çулне çитменнисем «Урам вǎййисем» фольклор фестивальне хутшǎнчĕç. Палǎртма кǎмǎллǎ, кǎçалхи фестивале Элĕк районĕнчи «Çǎлкуç» ача пахчинчи пысǎк ушкǎн хутшǎнни унта çĕнĕ варкǎш кĕртрĕ. Лариса Соколова ача пахчи заведующийĕ ертсе пынипе кунта хǎйсен ĕçне чун-чĕререн парǎннǎ, чǎвашлǎха упрассипе ырми-канми тимлекен воспитательсем тǎрǎшни пĕртте иккелентермест. Çитменнине, çакна эпĕ ака уйǎхĕн 29-мĕшĕнче «Çǎлкуçра» чǎваш чĕлхи кунне халласа ирттернĕ чаплǎ уява хутшǎнса чунпа туйрǎм. Йǎлана кĕрсе пыракан фестивале Хĕрлĕ Чутайра кǎçал та Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун тĕлне, çу уйǎхĕн 31-мĕшĕнче Çĕнтерӳ лапамĕнче ирттерчĕç. Унта пĕчĕк шǎпǎрлансемпе пĕрле аслисем те çĕр пин тĕрĕ ҫĕршывĕн эрешĕсемпе тĕрленĕ тумĕсемпе савǎнчĕç, тǎван халǎхǎмǎрǎн юрри-ташшипе, вǎййи-сǎввипе киленчĕç. Пĕчĕккĕ пулин те тĕрĕллĕ кĕпе-саппун, тухья илемлетсех ярать чăваш ачине. Кун пек пысăк йышпа шĕвĕрккесем чăваш тумне тăхăннине куç илмесăр сăнас та сăнас килет, вĕсем хăйсем хушшинче чăвашла калаçма тăрăшни те кăмăла çĕклет. «Урам вǎййисем» пурте пĕрле вǎйǎ картине тǎнипе пуçланчĕ. Тĕрĕссипе, чǎн-чǎн чǎваш ачисен асамлǎ уявĕ хуçаланчĕ районти культура çурчĕ умĕнче. ЧНК вице-президенчĕ, ĕç тǎвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров ертсе пынипе «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн пайташĕсем Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Вера Архипова, Антонина Андреева ачасемпе çак асра юлмалла савнǎçлǎ куна Хĕрлĕ Чутайсемпе пĕрле пайларĕç. Район администраци пуçлǎхĕн çумĕ – вĕрентӳ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев ачасене тата пухǎннисене уяв ячĕпе саламланǎ май, ачасен пурнǎçне телейлĕ те савăнǎçлǎ тǎвассишĕн аслисен тǎрǎшмаллине палǎртрĕ, çамрǎк ǎру таса та сывǎ ӳстĕр, пур енлĕ аталанма пултартǎр тесе районта сахал мар ĕçсем туса ирттернине пĕлтерчĕ. А.И. Ухтияров ачалǎхра курни-илтни яланлǎхах асра юлнине, чǎваш тумĕ тǎхǎннǎ ачасен савǎк кǎмǎлĕ пирĕн пуласлǎх çирĕппине кǎтартса парать, терĕ. Ашшĕ-амǎшĕсемпе, асламǎшĕ-аслашшĕсене тата ачасене тĕрĕс воспитани парассипе тимлекенсене тав турĕ. Фестивале 9 ушкǎн хутшǎнчĕ. Ача пахчисене çӳрекенсем ушкǎнǎн-ушкǎнǎн тухса чǎваш халǎх вǎййисене, юрри-ташшине, йǎли-йĕркине кǎтартса пама пама тǎрǎшрĕç. Палǎртмалла, ачасем хаваспах чǎваш тумне тǎхǎннине, ашшĕ-амǎшĕ çак тумсене хатĕрлеме тата тǎрǎшнине ырламалла кǎна. Фестивале курма пынǎ асламǎшĕ-кукамǎшĕсемпе аслашшĕ-кукашшĕсен савǎнǎçне палǎртма сǎмах та çитмест. Темиçе ǎрǎва пĕрлештерекен уяв чунра çĕкленӳллĕ кǎмǎл-туйǎм вǎратрĕ, малалла утма çĕнĕ вǎй-хǎват чĕртрĕ. Жюри председателĕ Анатолий Ухтияров фестиваль лайǎх иртнине палǎртрĕ. Паллах, тӳресене тĕрĕс хак пама çǎмǎлах пулмарĕ, çапах та вĕсем чи пултаруллисене тупса палǎртрĕç, кашни жюри пайташĕ хǎй шухǎшне уçǎмлатрĕ, лайǎххипе пĕрлех хǎш-пĕр асǎрхаттурусем те пулчĕç. Раиса Сарпипе Светлана Асамат ачасене халаласа çырнǎ сǎвǎ йĕркисене парнелерĕç. «Чи лайǎх фольклор ушкǎнĕ» ята» Пилеш» ача пахчинчи «Çеçпĕл» ушкǎн «Çурхи вǎрманта» вǎйǎпа тивĕçрĕ (ачасене хатĕрлекенĕ - Надежда Гусельщикова воспитатель). Шǎпǎрлансем сцена çинче хǎйсене чǎн-чǎн ǎстаçǎсем пек тытрĕç, халǎх юррисене илемлĕ юрларĕç, вылярĕç, ташларĕç, кулчĕç, савǎнчĕç. «Пилеш» ача пахчинчи Людмила Петровна Максимова ертсе пыракан ушкǎн «Куракансем кǎмǎлланǎ фольклор» ушкǎнĕ номинацире, «Чǎваш юррисене ǎста юрлакансем» - Элĕк районĕнчи «Çǎлкуç» ача пахчине çӳрекенсем «Кǎлтǎр-кǎлтǎр» авалхи вǎйǎпа (ачасене хатĕрлекенĕсем - Елена Ивановǎпа Владимир Николаев музыкǎна вĕрентекенсем); çак номинациререх «Пилеш» ача пахчинчи Елена Красновǎпа Татьяна Мидакова воспитательсем хатĕрленĕ »Шурǎ хурǎн» ушкǎн «Пилешкассем» вǎйǎпа палǎрчĕ». «Хĕвел» ача пахчинчи Надежда Егоровǎпа Светлана Триковская воспитательсем хатĕрленĕ ушкǎн «Савăнǎçлǎ ачасем» вǎйǎпа «Чи ǎста ташлакансем» пулса тǎчĕç. Çĕнтерӳçĕсене Дипломсем тата парнесем парса чысларĕç. Ытти фольклор ушкǎнĕсем фестивале хутшăннăшăн Дипломсене тивĕçрĕç. Ачасен ашшĕ-амǎшĕсем ачасене уяв йĕркелесе панǎшǎн район администрацин вĕрентӳ пайне тата Чǎваш наци конгресĕн хастарĕсене тав турĕç. Хĕвел шевли пек сǎн питлĕ шǎпǎрлансем ыранхи куна ырǎ ĕмĕтпе кĕтсе илес тенĕ пек хавхаланса ача пахчисене саланчĕç. Вĕсем пирĕн халǎхǎмǎрǎн шанчǎклǎ пуласлǎхĕ. Фестивале ирттерме пулǎшнǎшǎн, ачасене пылак çимĕçпе тивĕçтернĕшĕн Елена Горбушкина, Геннадий Борисов, Альбина Захарова уйрǎм предпринимательсене тав тǎватǎп.
 
Юлия Мареева, ЧНКан Хĕрлĕ Чутайри уйрǎмĕн ертӳçи