Халăхсен Туслăхĕн парачĕ

 Çӗртме уйӑхӗн12-мӗшӗнче, Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем туслӑ та ҫураҫуллӑ пурӑннине тепӗр хут кӑтартса пачӗҫ. Раҫҫей патшалӑх Кунӗ Шупашкарта та анлӑ, хаваслӑ уяв - Туслӑх парачӗ иртрӗ. Чӑваш Ен хӑй ытамне илнӗ вун-вун тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ пӗр колоннӑна тӑрса, юрӑ-ташӑпа, савӑк кӑмӑлпа Республика лапамӗнчен Хӗрлӗ лапама утрӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Ӗҫ тӑвакан комитет, президиум тата ытти комитетсен пайташӗсем колоннӑра чи малтисен ретӗнче пычӗҫ. Савӑнӑҫлӑ парад пуҫӗнче Чӑваш Республикин Культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш Ен Халӑхӗсен Ассамблейин председателӗ Лев Кураков, Халӑхсен Туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Алексей Иванов тата паллах, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, ытти наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем. Туслӑх парадне 2014 ҫулта Нацисен ӗҫӗсене тимлекен Федераллӑ агенствӑ пуҫарнӑ. Ҫулсерен ҫак акци вӑй илсе, анлӑланать. Чӑваш Енре те ку уяв хӑватланса, сарӑлса пырать. Наци тумӗсене тӑхӑннӑ чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе, мӑкшӑ ывӑл-хӗрӗ, вӗсемпе пӗрле эрмен, узбек, таджик, туркмен, азербайджан - нумай, нумай халӑх ҫынни, тата инҫетри ют ҫӗршывсенчен (Иран, Ирак, Ангола, Португали, Инди) аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем хӑйсен чӗлхисемпе те, вырӑс чӗлхипе те шӑкӑлтатса, хавхаланса парадра утрӗҫ. Пин ҫынран тӑракан, ҫирӗм ытла наци ҫыннисене пӗрлештернӗ парад колоннине Хӗрлӗ лапамра Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ тата ытти ертӳлӗхсем кӗтсе илчӗҫ, чаплӑ праҫникпе саламларӗҫ. Раҫҫей Патшалӑх Кунне халалланӑ уява савӑнӑҫлӑ концерт малалла тӑсрӗ.