Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ пуçарнă «Аваллăха упраса – малашлăха ĕненсе» проект малалла ăнăçлă ĕçлет.

Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче конгресс хастарĕсемпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ку проектпа килĕшÿллĕн пысăк мероприяти йĕркелерĕç. 
Тĕрĕссипе каласан, ку пĕтĕм Чутай тăрăхĕшĕн анлă та пĕлтерĕшлĕ чăвашлăх уявĕ пулса тăчĕ!
Ирхине 10 сехетре Шупашкартан Мăн Этмен шкулне сумлă ЧНК делегацийĕ килсе çитрĕ. Конгресс вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров, «Чăваш хĕрарăмĕ», культура комитечĕсен председателĕсем Юлия Мареева, Вера Архипова. Вĕсемпе пĕрле Чутай тăрăхне комитетсен хастарĕсем, ЧНК çумĕнчи ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн пайташĕсем килчĕç.
Мăн Этмен шкулĕ кăна мар, пĕтĕм ял халăхĕ чăваш культурин уявне тĕплĕн хатĕрленнĕ курăнать.
Вĕсем Шупашкартан килнĕ делегацине ăшпиллĕн, çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Шкулта пĕтĕм кĕтесре тенĕ пек чăваш тĕррин, ĕлĕкхи кил-таврашĕнчи япаласен, чăваш апат-çимĕçĕн куравĕ тирпейленĕ. 
Хăнасене малтанах шкулпа паллаштарчĕç, куравсене, кунти музея кăтартрĕç.
Паллах, пурте – ачасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, ял çыннисем те ку тăрăхри чăвашсен уяв тумне тăхăннă. Тĕлĕнмелле капăр та илĕртÿллĕ!
Пысăк концерт залĕнче «Чутайра чăвашлăх упранать» мероприятине савăнăçлă лару-тăрура Мăн Этмен шкулĕн директорĕ Анатолий Михайлович Ейков уçрĕ. Вăл шкулта 180 ачана 24 учитель вĕрентнине, ачасен ăс пухас туртăмĕ пысăккине, шкула çĕнетсех тăнине, вĕренме условисем аван пулнине каларĕ. 
Анатолий Михайлович ЧНК ран килнĕ хăнасене çакнашкал уяв йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ.
Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Игорь Живоев кун пек мероприяти пысăк пĕлтерĕшлине асăнчĕ.
«Мăн Этмен шкулĕнче иртекен уяв эпир хамăр чĕлхене, культурăна çĕнĕрен чĕртсе тăратассипе маттур ĕçлеме пуçланине кăтартать. Ял халăхĕ, ачасем çак мероприятисене хастар хутшăнни савăнтарать. Халь ирттерекен чăвашлăх йăли-йĕркине упракан уявсен çимĕçне эпир тепĕр 10-15 çултан тата та лайăх туйса илĕпĕр. Сирĕн тумăрсем çине пăхсан, пултаруллăхăра курсан - савăнса хăпартланатăн, ял, район малашлăхĕ пуррине ĕненсе, туйса илетĕн»,- терĕ Игорь Нестерович. 
«Эпир çамрăк чух хулара чăвашла калаçма вăтанаттăмăр. Халĕ вара - пач урăхла ÿкерчĕк. Çакнашкал шкулсенче, уявсенче пулсан чăваш тумĕ, юрри-ташши, йăли-йĕрки пурăннине туйса савăнатăн. Паянхи ачасем çакна курса, пĕлсе ÿсни, вăтанмасăр, мухтанса хăй чăваш пулнине пĕлтерни малашлăхра чăвашлăх аталанасса шанăç парать. Апла эпир тĕрĕс ĕç тăватпăр» 
-терĕ ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров.
ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ, Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн ертÿçи Юлия Мареева, (вăлах уяв йĕркелекенсенчен пĕри) вырăнти халăха Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасемпе паллаштарчĕ. Чăн та, конгресс хастарĕсем кашни хăйне евĕрлĕ пултаруллă, пĕлсе, кирлĕ ĕç тăваççĕ. Раиса Сарпи, Светлана Асамат сăвăçсем, Любовь Вазюкова, Зинаида Воронова, Раиса Васильева ал-ĕç ăстисем, Людмила Кинер, Наталья Арсентьева, Людмила Засыпкина юрăçсемпе фольклор ăстисем, Алиса Лукина ташă ăсти, пукане театрĕн артисчĕ Елена Шурту- пурте Чутай ачисене хăйсем мĕн пĕлнине вĕрентсе хăварас тĕллевпе килнĕ. 
ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова уява пуçтарăннисене тав сăмахĕ каларĕ, проект чăн та ăнăçлă ĕçленине, халăха кирлĕ пулнине палăртрĕ.
Чутай, виръял тăрăхĕнчи йăла-йĕркен историне ку тăрăхра çуралса ÿçнĕ фольклор ăсти, 20 кĕнеке авторĕ Земфира Кузьминична Яковлева уçăмлатса каласа пачĕ. 
Программăна малалла ачасем тăсрĕç. Вĕсем Чутай тăрăхĕнчи йăла- йĕркесемпе çыхăннă уявсене сăнласа пачĕç. Мăн Этмен шкулĕнчи «Шăнкăрав», «Этмен», «Хавас», «Шанчăк», «Хунав», «Сăр каччисем», «Елĕм» фольклор ушкăнĕсем «Вăйă», «Çăварни», Выртмара», «Салтак юррисем» тата ытти чăваш йăлисене кăтартрĕç. 
Ачасемпе тупăшса тенĕ пек аслисем те те кая юлмарĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи « Елĕм», Этменти «Айхол» фольклор ушкăнĕсем «Улах ларни», «Утăçи юррисем» йăласене кăтартса пачĕç. 
«Аваллăха упрасаса, малашлăха ĕненсе» проектăн тепĕр пайĕ – ачасене чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшни. 
Мăн Этмен шкулĕнче те Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелерĕç. Ачасем кашни класрах йышлă пулчĕç. Тĕрĕ тĕрлес ăсталăха арçын ачасем те хаваспах вĕренни кăмăллă пулчĕ. Елена Шурту пуканесене выляттарас енĕпе ачасене хăнăхтару урокĕ ирттерчĕ. 
Хăшĕ-пĕри урок пынă вăхăтрах тĕрлĕ пьеса хайлама пуçлани те тĕлĕнтерчĕ. 
Ăсталăх урокĕсем вĕçленсе ĕлкĕреймерĕç, шап-шур чăваш тумлĕ вĕренекенсем, шкул çулне çитмен ачасем, вĕрентекенсемпе ЧНК хастарĕсем пысăк вăйă карти йĕркелерĕç. Кунта чăваш ташши, юрри, вăйă-кулă хавассăн янăрарĕ. 
Чăннипех те уяв - уявлах пулчĕ. Чутайра чăвашлăх упраннине кăна мар, аталаннине те кăтартса пачĕ!

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, «Чăваш хĕрарăмĕ, культура комитечĕсен пайташĕ.

(Автор сăнÿкерчĕкĕсем)