• Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата культура комитечĕн хастарĕсем Шупашкарти Туслăх çуртĕнче иртнĕ Палестина сăвăçине Махмуд Дарвиша халалланă асăну каçне хутшăнчĕç

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата культура комитечĕн хастарĕсем Шупашкарти Туслăх çуртĕнче иртнĕ Палестина сăвăçине Махмуд Дарвиша халалланă асăну каçне хутшăнчĕç

 Чăваш наци тумлĕ хĕрсемпе каччăсем, «Телей» «Тарават» юрă ушкăнĕсем кĕтнĕ сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш кăпăклă сăрипе кĕтсе илчĕç. Кÿршĕри Мари Республикин культура министрĕн çумĕ Галина Ширяева ертсе пыракан делегацине ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш ен халăхĕсен Ассамблеин председателĕ Лев Кураков, Азипе Африка халăхĕсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Бассам Аль Балауи кĕтсе илчĕç.
Палестина çĕршывĕн мухтавлă сăвăçин Махмуд Дарвишăн асăну каçне Чăваш Республикинчи культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, сăвăçсемпе çыравçăсем, кунти Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсемпе аспиранчĕсем пуçтарăнчĕç. Куравсене, хăнасене кĕтсе илессине йĕркелес енĕпе ЧНК хастарĕсем пулăшрĕç.
Малтанах Махмуд Дарвиш пултарулăхĕ, синкерлĕ шăпи çинчен кинофильм курчĕç, ун çинчен каласа пачĕç.
Килнĕ хăнасене саламласа, тата Палестина поэтне асăнса Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев çапла каларĕ: «Чăваш ертÿлĕхĕнчен, хамран, килнĕ хăнасене чунтан тав тăватăп. Пирĕн чаплă сăвăç Константин Иванов, Палестина халăхĕн - Махмуд Дарвиш пур. Иккĕшĕ те тăван халăх пуласлăхĕн хыпса çуннă. Кунта пуçтарăннă çамрăксене - пирĕн пуласлăха тăван çĕршыва юратма, ытти халăх ывăл-хĕрĕпе туслă килĕштерсе пурăнма чĕнсе калатăп», терĕ.
ЧНК вице президенчĕ, ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров малтанах Бассам Аль Балауине çуралнă кунпа саламларĕ, ăна Атăл çи тăрăхĕнче пурте пĕлнине, халăхсен туслăхĕшĕн вăл чи хастар тăрăшакансенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Ку мероприятине те вăл пуçарнипе пуçтарăннине каларĕ.
Асăну каçĕнче араб студенчĕсем Махмуд Дарвиш сăввисене вуларĕç. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, паллă сăвăçсем Раиса Сарпипе Альбина Юрату Палестина поэчĕн сăввисене араб чĕлхинчен чăвашла куçарса хĕрÿллĕн вуларĕç.
Мари Эл Республикинчи культурăпа ÿнер колледжĕн юрăпа ташă тата кĕсле калакансен ансамблĕсем уява пуçтарăннисене мари халăхĕн юрри-ташшипе тата кĕввипе савăнтарчĕç.
 
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.