Чăваш Республикин культура министрĕ ЧНК вице-президенчĕпе ĕçлĕ тĕл пулу йĕркелерĕ

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ильич Ухтияров культура министрĕпе Константин Яковлевпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене татса пачĕ.

Кăçалхи пушăн 29-мĕшĕнче конгресăн Мăн Канашĕ иртмелле, унта тĕрлĕ регионсенчи наципе культура автономийĕсен ертÿçисем килмелле. Анатолий Ухтияров çак мероприятипе çыхăннă йĕркелÿ ыйтăвĕсене çĕклерĕ. Унсăр пуçне пушăн 30-мĕшĕнче иртекен Раççей шайĕнчи "Кĕмĕл сасă" конкурс-фестиваль пирки те министрпа калаçмалли, сÿтсе явмалли йытусем нумай пулчĕç.
Çĕртме уйăхĕн 23-24 -мĕшĕсенче йăлана кĕнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне регионсенчи йăхташăмăрсене йыхравласа хутшăнтарасси пирки те министрпа сÿтсе яврĕç.

ЧНК пресс-служби.
(ЧР культура министерствин пресс-службин сăнÿкерчĕкĕ)