Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче йăлана кĕнĕ çемье фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет председателĕ, Чăваш Республикин Общество палатин пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Ильич Ухтияров хутшăнчĕ. 
Ку уява çемьесене çирĕплетес, тăнăçлăхне ÿстерес, ырă йăла-йĕркене упрас, ача-пăчасене ламран-лама куçса пыракан лайăх енсене вĕрентес тĕллевпе иртереççĕ. 
Фестивале Патăрьел тата кÿршĕ районсенчи 55, 60, 65 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене, нумай ачаллă çемьесене, кăçал кăна пĕрлешнĕ çамрăк мăшăрсене, сусăр ачасене ÿстерекен ашшĕ-амăшсене, вĕрентекенсене йыхравланă. 
Çак савăнăçлă уяв ахальтен мар Шăнкăртамра иртет. Ку республикăмăрта çирĕп çемьесем çавăрса, хăтлă çурт-йĕрсем хăпартса сулмаклăн аталанакан чи пысăк ял. Шăнкăртамра кăçал ылтăн туй паллă тăвакансем – 9 мăшăр, 55 çул пĕрле пурăннине – 7 мăшăр, 65 çулне вара 1 мăшăр паллă тăваççĕ.
Сумлă уявпа саламлама Анатолий Ухтияровсăр пуçне Шăнкăртам ялне Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕсем Мансур хазрат Хайбулловпа Зинаида Паршагина, Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Краснов, Шупашкарти Туслăх çурчĕн директорĕ Алексей Иванов, республикăмăрти ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Алексей Вязов тата ытти сумлă çынсем çитрĕç.
«Хэĕрлекен, эбилэр хэм бабайлар, йĕкĕтлар, кăзлар! Ырă кун пултăр, хисеплĕ асаннесемпе асаттесем, хĕрсемпе каччăсем! Сире, çак уява пуçтарăннисене, çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем, телей сунатăп», - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ильич Ухтияров. 
Вăл çемье пĕлтерĕшне хаклакан, унăн çирĕплĕхĕшĕн тăрăшакан çемьесене чунтан тав турĕ. Çамрăксене аслашшĕ-асламăшĕн, ашшĕ-амăшĕн ырă ячĕсене вараламасăр, пурнăçра çирĕп те сулмаклă, хăюллă утăмсемпе утма сунчĕ. 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, районсен администрацийĕсен ячĕпе сумлă пурнăç çулне утса тухнă мăшăрсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене тата çамрăк çемьесене хаклă парнесемпе, чечексемпе чысларĕç.

ЧНК пресс-служби.